Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хаçатăн тӗп парни хальхинче аксусене лекрӗ

Паян «Сувар» хаçата 2022 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцие пӗтӗмлетрӗмӗр.

 

«Сувара» 2022 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцие паян тӳрӗ эфирта (хаçатăн «ВКонтакте» тата «Одноклассники» социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче пăхма пулать) пӗтӗмлетрӗмӗр. Редакци парнине тивӗçнӗ вулаканăмăрсемпе  паллаштаратпăр.

Елизавета Антонова (Çӗпрел районӗ, Чăваш Шемӗршел) – Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кӗнеки;

Елена Статина (Çарăмсан районӗ, Вăтăр Юман Киремет) – Юлия Николаеван «Вăрçă çăкăрӗ» кӗнеки;

Зоя Аниськина (Аксу районӗ, Сергеевский поселокӗ) – Ирина Трифонован «Тăлăх» кӗнеки;

Наталья Ярушева (Аксу районӗ, Кивӗ Саврăш) – Петӗр Яккусенӗн «Кӗмӗл çутиллӗ хирсем» кӗнеки;

Николай Крайнов (Аксу районӗ, Кӳшӳ) – тӗрлӗ çыравçăсен калавӗсемпе повеçӗ пичетленнӗ «Виççе пайланнă ӗмӗр» кӗнеки;

Мария Прокопьева (Çырчалли хули) – тӗрлӗ çыравçăсен калавӗсемпе повеçӗ пичетленнӗ «Виççе пайланнă ӗмӗр» кӗнеки;

Генадий Федоров (Алексеевски районӗ, Чăваш Майни) – Лидия Саринен «Шур пӗркенчӗк» кӗнеки;

Алена Торгашова (Теччӗ районӗ, Пухтел) – Елен Нарпин «Телей патне пин çухрăм» кӗнеки;

Галина Харитонова (Аксу районӗ, Унтакшă) – Владимир Алмантайăн «Сувар-чăваш ячӗсем тата вӗсен пӗлтерӗшӗ» кӗнеки;

Иван Титов (Спас районӗ, Пăлхар хули) – Сергей Журавлев, Атнер Хусанкай тата Алексей Борзов пухса хатӗрленӗ «Чăваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнăç çулӗ» кӗнеке;

Лиза Федорова (Элмет районӗ, Патраклă) – чей пӗçермелли чейник;

Василий Петров (Чистай хули) – термос;

Светлана Чентаева (Çырчалли хули) – савăт-сапа пуххи;

Владимир Дворов (Пăва районӗ, Шемек) – электромясорубка.

Тӗп парнене – электрогриле – вара хальхинче Аксу районӗнчи Хӗрлӗ Шур ялӗнче пурăнакан пирӗн кулленхи вулаканăмăр Ольга Илендеева çӗнсе илчӗ. Саламлатпăр пурне те!

Тӗп парне туянма пулăшнă спонсора – Хусанти «Стройкомплект» тулли мар яваплăхлă обществăн директорне Сергей Леонидович Трифонова чӗререн тав тăватпăр.

Хисеплӗ çӗнтерӳçӗсем, парнесем сире редакцире кӗтеççӗ.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Газета «Сувар»

2
X