Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

"Сувар" халăх ансамблӗ Хусана килет!

Йăхташăмăрсене хавхалантарма кăмăл пуррисем пурте килме пултараççӗ

Апрелӗн 16-19-мӗшӗсенче Хусанта пӗтӗм тӗнчери хореографи ӑсталӑхӗн "Атăлçи кубокӗ" конкурс-фестивалӗ иртет. Вăл Атӑлҫи патшалӑх культура академийӗн концерт залӗнче пулӗ (Универсиада ялӗ, 35-мӗш çурт). Конкурса "Балтийская жемчужина" пултарулӑх пӗрлешӗвӗ йӗркелет.

"Балтийская жемчужина" Раççейре, Европӑра тата Беларуҫ Республикине ача-пӑча тата ҫамрӑксен пултарулӑхӗн пӗтӗм тӗнчери тата пӗтӗм раҫҫейри сумлӑ конкурссемпе фестивалӗсене 16 ҫул хушши ирттерет.

Апрелӗн 16-мӗшӗнче «Атăлçи кубокне» хутшăнма Шупашкартан «Сувар» халăх ансамблӗ килет! Конкурс 9:00 сехетре пуçланать, «Сувар» ансамбль вара 14:00 сехетре сцена çине тухӗ.

Йăхташăмăрсене хавхалантарма кăмăл пуррисем пурте килме пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев