Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ тата «Суварята» ача-пăча ансамблӗ конкурс-фестивальте пултарулăхне питӗ ăста кăтартрӗç.

Эпир "Сувар" тата "Суварята" ансамбльсене чун-чӗререн саламлатпӑр

«Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ Хусанта пӗтӗм Раççейри хореографи ӑсталӑхӗн "Атăлçи кубокӗ" конкурс-фестивалӗнче пултарулăхне питӗ ăста кăтартрӗç.

Коллективсем ҫак ӑмӑртура наградӑсемпе дипломсем пуҫтарчӗç. "Сувар" ансамбль I степень лауреачӗ пулса тӑчӗ, "Суварята" ансамбль – 2 хут I степень лауреачӗ пулчӗ, Кузьмин Дмитрий вара III степень лауреачӗ пулса тӑчӗ.

Чăваш ташă ансамблӗсем жюри членӗсемпе куракансене хăйсен ташшипе, илемлӗ хусканăвӗсемпе тата хăйне евӗрлӗхӗпе тӗлентерчӗç.

Эпир "Сувар" тата "Суварята" ансамбльсене чун-чӗререн саламлатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев