Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«СУВАР ПИКИ» ОНЛАЙН-КОНКУРС УСЛОВИЙӖСЕМ

«Сувар пики» çӗнтерӳçи «Тутарстан Чăваш пики» конкурса хутшăнма тата спонсор парнине тивӗçет

 

​1. Онлайн-конкурс 2020 çулхи декабрӗн 14-мӗшӗнче пуçланчӗ, 2021 çулхи мартăн 1-мӗшӗччен пырать. Çак вăхăт хушшинче suvar@mail.ru электронлă адрес çине е 8 917 907-68-81 телефон номерӗ çине, е Вконтактери хаçатăн https://vk.com/suvargazeta аккаунтне заявка памалла.

2. Анкета ярса памалла. Унта ят, ашшӗ ятне, хушамат, хăçан çуралнине, хăш районтан пулнине кăтартмалла.
3. Портрет тата пӳ çӳллӗшпех ӳкернӗ сăнӳкерчӗк ярса памалла.
4. Хăвăрпа паллаштарса кӗске видео ямалла (визитка).
5. Творчествăлла номерпе видео ӳкерсе ямалла (юрă е ташă, сăвă е ытти пултарулăхпа) – 8 917 907-68-81 телефон номерӗ çине.
6. Конкурсанткăсен сăнӳкерчӗкӗсене анкетăпа пӗрле «Сувар» хаçатра пичетлетпӗр.
7.​ Пултарулăх номерӗсемпе видеосене хаçатăн социаллă сечӗсенчи страницисене тата Телеграм канала вырнаçтаратпăр.
8. 2021 çулхи мартăн 5-мӗшӗнче жюри пайташӗсем çӗнтерӳçӗне суйлаççӗ.
9. «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗпе килӗшӳ тунă тăрăх, организаци «Сувар пикисӗр» пуçне хăйне килӗшнӗ пикесене​ суйласа илет.
10. Онлайн-конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗсене «Сувар» хаçатăн сайтӗнче, социаллă сетьсенчи аккаунтсенче пӗлтерӗпӗр. ​

Парнесем
1. «Сувар пики» çӗнтерӳçи «Тутарстан Чăваш пики» конкурса хутшăнма тата спонсор парнине тивӗçет.
2. 2 тата 3-мӗш вырăна тивӗçнисене спонсорсенчен парне тата «Сувар» хаçата тӳлевсӗр çырăнтаратпăр.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗнче Юлия Усмендеева.​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев