Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хаçат ӗçченӗсене РФ Патшалăх Думин депутачӗн Тав çырăвӗпе чысларӗç

ТР Пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков ятӗнчен «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне Ирина Трифонована тата редакци коллективне Тав çырăвӗпе чысларӗ.

Ӗнер, январӗн 15мӗшӗнче, Раççей Пичет кунне халалласа ирттернӗ мероприятире ТР Пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков ятӗнчен «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне Ирина Трифонована тата редакци коллективне Тав çырăвӗпе чысларӗ.


Патшалăх Думин депутачӗ хаçат ӗçченӗсене 2023 çулта, РФ Педагог тата вӗрентекен çулталăкӗнче чăваш халăхӗн просветителӗн, чăваш çырулăхне йӗркелесе яраканӗн, Иван Яковлевич Яковлевăн 175-çуллăхне палăртнă çӗре активлă хутшăннăшăн палăртнă. 

«Сувар» хаçат редакцийӗ чăннипех тивӗçлӗ çак чыса. Мӗншӗн тесен çулталăк тăршшӗпе аслă патриархăмăр пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗсӗр пуçне тӗрлӗ мероприятисемпе конкурссем пуçарса ирттерчӗ. Вӗсем И. Я. Яковлевăн ӗçӗсене, еткерне уйрăмах çитӗнекен ăру патне çитернипе, вӗсен пӗлтерӗшне халăх культурипе тăван чӗлхен аталанăвӗнче ӳстернипе хаклă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество