Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлав комиссийӗсенче ӗҫлекенсен сывлӑхне 500-шер пин тенке страхлаҫҫӗ

Тутарстанра тӳрех 4 суйлав кампанийӗ иртет

Августӑн 25-мӗшӗччен Тутарстанри мӗн пур участокри суйлав комиссийӗсене коронавирус сарӑлассинчен хӳтӗлемелли хатӗрсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтернӗ.
"Ку сасӑлав пуҫланиччен виҫӗ эрнене яхӑн маларах. Пӗтӗмраҫҫейри сасӑлавра кун пекки пулманччӗ ,– тесе палӑртнӑ спикер. – ЦИК тата УИК-сенче ӗҫлекен мӗн пур ҫынна пӗр пек страховка тӑватпӑр. Эпир 22 пин ҫынна нормативлӑ тивӗҫтерӳ енӗпе вӗрентме хатӗрленетпӗр".
Суйлав вӑхӑтӗнче участоксенче тӑтӑш контроль пулать, кӗрекенсен температурине виҫеҫҫӗ. Суйлакансем валли дезинфекци кавирӗсем, растворӗсем, пӗр хутчен усӑ курмалли маскӑсем, перчеткесемпе асӑнмалӑх ручкӑсем хатӗрлесе хунӑ.
Суйлав участокне килекенсем социаллӑ хутлӑха (1,5–2метр) тытса пырассине ятарласа сӑнаса тӑрӗҫ.
Сентябрӗн 11-13-мӗшӗсенче Тутарстанра тӳрех 4 суйлав кампанийӗ иртет. Республикӑра пурӑнакансен ТР Президентне, вырӑнти влаҫ органӗсен депутачӗсене, Анат Кама округӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗсене, Елабуга округӗнче ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйламалла пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев