Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Суйлав процесӗ интернетсӑр тулли мар

Тутарстанран Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатӑн Олег Морозовӑн шухӑшӗпе, интернетпа социаллӑ сетьсем политика ӗҫӗнче тата суйлав кампанийӗсенче кирлӗ инструментсем пулса тӑраҫҫӗ

 Ҫакӑн ҫинчен парламентарий "Волга" экспертсен клубӗн тӗлпулӑвӗ умӗн каланӑ.
"Пандеми вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ технологи мелӗсем тата соцсетьсем политика ӗҫӗн инструменчӗсенчен пӗри пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ политика процессне хутшӑнакансене пурне те пырса тивет", – тенӗ вӑл.
Специалистсем иртнӗ ҫулхи ҫулла тата кӗр пуҫламӑшӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, суйлав технологийӗсем улшӑнаҫҫӗ, суйлакансем пе ытларах онлайн-форматра ӗҫлеме тивет.
"Пурнӑҫ кӑтартрӗ, сетьсемпе интернет – суйлав процесӗн йӑлана кӗнӗ формисем патне хушӑнать. Енчен те эсӗ суйлаканпа хире-хирӗҫ тӑмасан, вӑл сана залран ыйту памасан, суйлав кампанийӗ пулса ҫитеймест. Интернет тата цифра технологийӗсем ҫак процесӑн пӗлтерӗшлӗ хушӑмӗсем. Анчах вӗсем суйлакансем пе куҫа-куҫӑн калаҫнине улӑштараймаҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ эксперт.
Парламентарий хӑй социаллӑ сетьсемпе час-часах усӑ курать, унта вӑл пысӑк аудитори пухнӑ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев