Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлав результачӗсене ҫынсем ӗненӗҫ-и?

Сӑмах май, видеосӑнав системи Раҫҫейри пек анлӑ урӑх нихӑш ҫӗршывра та усӑ курӑнмасть

Сентябрӗн 17-19-мӗшӗсенче Раҫҫейре Патшалӑх Думин депутачӗсен суйлавӗ иртет. Нумай кунлӑ сасӑлава пула хӑш-пӗр политика вӑйӗсем суйлаври кашни участока сӑнавҫӑ лартайманни ҫинчен пӗлтернӗ. Справедливороссем сасӑлав вырӑнӗсен 70 процентне сӑнавҫӑсемпе тивӗҫтереҫҫӗ, ЛДПР 40 пин сӑнавҫӑ хатӗрлет, КПРФ тата "Единая Россия" кашни суйлав участокне контрольлесси ҫинчен пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗлле видеосӑнав йӗркелени те хӗрӳ дискуссисем ҫӗклет, вӑл избиркомсене, партисене, кандидатсене сӑнама май парать. Сӑмах май, видеосӑнав системи Раҫҫейри пек анлӑ урӑх нихӑш ҫӗршывра та усӑ курӑнмасть.
2021 ҫулхи суйлавсенчи сасӑлав пынине мӗнлерех тимлӗҫ? Партисемпе общественниксем мӗн пур суйлав участокне сӑнаса ӗлкӗрӗҫ-и? Общество суйлав результачӗсене ӗнентӗр тесен мӗн тумалла? Ҫак тата ытти ыйтусене сентябрӗн 3-мӗшӗнче "Волга" клубӑн эксперчӗсем сӳтсе явӗҫ. Клубӑн
«Выборы-2021: контроль за голосованием» заседанийӗ 14:00 сехетре пуҫланӗ. Ютубра пыракан трансляцие куракансен https://youtu.be/5yWSags6M2g ыйтусем пама та май пулать. Экспертсем вӗсене ҫийӗнчех хуравлӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев