Сувар

Суйлав участокне робот пырса кӗнӗ

Суйлав процесӗ улшӑнать. Виҫшер кун сасӑлама пуҫларӑмӑр. Пуласлӑхра, тен, хамӑр та ҫӳремӗпӗр суйлав участокне, килти робота ярӑпӑр

 

Тутарстанра республика Президенчӗн, муниципаллӑ депутатсен, ТР Патшалӑх  Канашӗн, РФ Патшалӑх Думин суйлавӗсем иртеҫҫӗ. Суйлав процессне ҫынсене, уйрӑмах ҫамрӑксене явӑҫтарас тесе тӗрлӗрен лотереясем, акцисем ирттереҫҫӗ. Хусанта сасӑлакансен иртнӗ ҫулсенче те эстрада ҫӑлтӑрӗсен концертне тӳлевсӗр кайса курма пулатчӗ, кӑҫал тата суйлакансем хушшинче телефонсем вылянтараҫҫӗ. Халӑха илӗртекен тепӗр япала та шутласа кӑларнӑ. Хусанти 165 № суйлав участокне федераллӑ университет ҫумӗнчи IT-лицейри Ева робот килсе ҫитнӗ.
Робот хӑйӗнпе пӗрле техника паспортне илнӗ. Ева суйлав комиссийӗн пайташӗн сӗтелӗ патне пырса сывлӑх суннӑ та сасӑлас тӗллевпе килнине пӗлтернӗ. Унран миҫере пулнине ыйтнӑ. Робот виҫӗ ҫулта тесе хуравланӑ. Евӑна, ҫулӗ ҫитменнине пула сасӑлаттарман.
"Питӗ шел... Апла-тӑк, ӳссе ҫитӗнсен килетӗп. Закон пуринчен те ҫӳллӗрех",– тенӗ вӑл.
Ева робот ХФУри IT-лицейра преподаватель пулса "ӗҫлет". Унӑн ҫӳллӗшӗ 85 см. Вӑл вырӑсла калаҫать, 7-9 классен математика, физика, информатика, хими урокӗсенче преподавательсене пулӑшать. Видеокамера пулӑшнипе робот ачасене ҫырса илесрен сыхлама пултарать, е урок ертсе пыма. Ева этем палӑртнӑ маршрутпа куҫса ҫӳреме пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: