Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлав участокӗсен ӗҫне Общество палати сӑнаса тӑрать

Социаллӑ тӑнӑҫлӑх гарантилекен, ҫынсене тӗрев парас тесе Тӗп саккуна кӗртӗнекен тӳрлетӳсене йышӑнмаллах

Тутарстанӑн Общество палатин председателӗ Зиля Валеева ӗнерех сасӑланӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, "республикӑра сасӑлав туслӑ пырать".
Валеева сӑмахӗсемпе Тӗп саккуна улӑштарса пӗтӗм халӑхпа сасӑланӑ – историлле пулӑм. "Пирӗн хамӑрӑн шухӑша пӗлтерме май пур. Унччен ҫивӗч сӳтсе-явусем пулчӗҫ, эпир ӗҫлӗ ушкӑна кӗрекенсемпе тӗлпултӑмӑр. Халӗ республикӑра мӗнле туслӑ сасӑланине курӑпӑр", – тенӗ вӑл.
Коронавирус пандемии вӑхӑтӗнче сасӑлав участокӗсенчи хӑрушсӑрлӑх меслечӗсене мӗнле йӗркеленине те вӑл пысӑка хурса хакланӑ. Валеева сӑмахӗсемпе, Общество палати пӗтӗм республикӑпа сасӑлав мӗнле пынине сӑнаса тӑрать.
"Пирӗн граждансем мӗнле кӑмӑлпа сасӑлани ҫинчен даннӑйсем илетпӗр. Халӗ вӑл мӗнпе вӗҫленнине ҫеҫ кӗтесси юлать. Ман шутпа, социаллӑ тӑнӑҫлӑх гарантилекен, ҫынсене тӗрев парас тесе Тӗп саккуна кӗртӗнекен тӳрлетӳсене йышӑнмаллах", – тесе палӑртнӑ вӑл. Ун сӑмахӗсемпе, сасӑлав еплерех пынине сӑнавҫӑсем тимлесе тӑраҫҫӗ, ҫакӑ процедурӑн объективлӑхне ҫирӗплетет.

"Сӑнав ӗҫлет тесе калас килет. Мӗншӗн тесен провокаци тӑвас текен ҫынсем ятарласа участоксене килнӗ, вӗсем суйлав комиссийӗсенче ӗҫне сӑрмав кӳнӗ. Наблюдатель камерине вӑхӑтлӑ хускатнипе кӑна Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ лару-тӑрӑва тӗрӗс хак пама пултарчӗ", – пӗтӗмлетнӗ Зиля Валеева.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев