Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сӑваплӑ Валентин кунне паллӑ тӑвасси Раҫҫейре 15 ҫул хушшинче 4 хут сахалланнă

Кăçал ăна Раççейре пурăнакансенчен 12 проценчӗ кăна паллă тăвать, ку вунпилӗк çул каяллахи кăтартуран тватă хут сахалрах. Ку кăтартусене хыпар хатӗрӗсене SuperJob сервис панă, унта ӗçлекенсем экономика тӗлӗшӗнчен активлă виçӗ пин çынран ыйтса пӗлнӗ.

«Раççейре пурăнакан çынсен 78 проценчӗ Валентин кунне нимӗнле те паллă тумасть. Апла пулин те 34 тултарман çынсен хушшинче праçнике паллă тăвас текенсем ытларах. Мăшăрланнă е хутшăнусенче тăракан кашни виççӗмӗш арçын хăйӗн савнине чечек парасси çинчен пӗлтернӗ. Çав вăхăтра 45 çултан аслăрах арçынсенчен кашни тваттăмӗшӗ çеç юратнă çыннине парнепе савăнтарма хатӗрленет.
Ыйтса пӗлнисенчен нумайăшӗ католиксен уявӗ православи йăлисене кӗнине сивлет, вӗсем чиркӳ календарӗпе паян сунарçăсене хӳтӗлекен Трифон кунӗ теççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев