Сувар

Сӗве кӗперне чӑваш строителӗсем тӑваҫҫӗ

Крымри кӗпере тунӑ ҫӗрте вӗсем пысӑк опыт пухнӑ

 

Шупашкартан Хусана илсе килекен М-7 ҫул ҫинче Сӗве урлӑ выртакан ҫӳллӗ кӗпер пур. 2024 ҫулччен магистраль инфраструктурине сарса модернизацилес комплекслӑ плана нации проектне кӗртнӗ.

Унпа килӗшӳллӗн Мускав ҫулне 1-мӗш категориллисен шутне кӗртме палӑртнӑ. Ҫакӑ икӗ енне те икшер полоса ҫул пулмаллине пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра М-7 трасса ҫинчи кӗперсене сарас ӗҫ пырать. 2019 ҫулта Мостотрест фирмӑн Шупашкарти Мостоотряд-41 филиалӗ Сӗве урлӑ кӗпер кӳршинче ҫӗнӗ кӗпер тума тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра кӗпер тӑвакансем тимӗр-бетон юпасен никӗсӗсене тӑваҫҫӗ. Виҫӗ юпине ӗнтӗ туса пӗтернӗ, 2-мӗшпе 3-мӗш юпасен никӗсӗсене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакӑ кӗпер тӑвас ӗҫри чи яваплӑ та кӑткӑс ӗҫ. Ҫапах Крым кӗперне тунӑ ҫӗрте пысӑк ӑсталӑх пухнӑ чӑваш строителӗсем шанса панӑ ӗҫе пӗр иккӗленмесӗр, график тӑрӑх пурнӑҫлаҫҫӗ.
– Хӑвӑрт пулакан ӗҫ мар, – тет участок пуҫлӑхӗ Евгений Иванов. — Юпасене тума ҫӗре пӑраласа чаватпӑр. Ку тӗлте шыв тарӑнӑшӗ 11 метр, унтан 4 метра яхӑн юшкӑнлӑ тӑм, унтан известняк чулӗ пуҫланать. Вӑл та чи сахалли 10 метр чавӑнать. Юпасен тарӑнӑшӗ проектран килет. Яваплӑх пысӑк, ҫавӑнпа та йӑлтах тӗплӗн, пӗлсе тумалла.
Проект подрядчикӗн, "Мостотряд-41" фирмӑн директорӗ Александр Минеев пӗлтернӗ тӑрӑх, Крым кӗперне тунӑ чухне тинӗсре юпа никӗсӗ валли 90 метр таран шӑтӑк чавнӑ вӗсем. Ку кӗпере тума 130 ҫын хутшӑнать, пурте Чӑваш Енрен. Никӗс хывма кӗпер тӗлӗнче тимӗр-бетон стапельсем туса хунӑ, вӗсем ҫинче йывӑр тиевлӗ крансем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ҫинченех бетон юпасем ҫине урлӑ выртакан пролетсене улӑхтарӗҫ. Вӑл тимӗр конструкцисене Ешӗлварти Горький ячӗллӗ завод туса хатӗрлет. Вӗсене судостроительсем шыв тӑрӑх илсе ҫитереҫҫӗ.

– Объекта 2023 ҫулта хута ямалла, – тет "Волговятскуправдор" ФКУ начальникӗ Илдар Мингазов. – Ку кӗперӗ туса пӗтернисӗр пуҫне, строительсем проект тӑрӑх 1996 ҫулта тунӑ кӗпере те, ун патне илсе ҫитпрекен автоҫула та юсаса ҫӗнетмелле. Сӗвен ҫӳллӗ сӑрчӗ хӗлле яланах пысӑк тиевлӗ машинӑсене хӑпарма чӑрмавсем кӳретчӗ, ҫавӑнпа эпир ӑна та "касса" тикӗсрех тӑватпӑр.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: