Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сӗве урлă кӗперӗн юсавӗ икӗ çултан кăна вӗçеленет-ха

Кӗперӗн иккӗмӗш линийӗ тăвăннă вăхăтра Сӗве патӗнче çăвӗпе автомобильсем капланса тăчӗç. Талăкне ун урлă вăтамран илсен 20 пин машина каçать.

М-7 трассăн 757-мӗш километрӗнче Сӗве урлă кӗпер пур, вăл Ешӗлварпа Тури Услон районӗсене çыхăнтарать. Нумай пулмасть Чăваш Ен строителӗсем çак кӗперӗн иккӗмӗш линине туса пӗтерчӗç. Унăн тăршшӗ 392 метр. Халӗ 25 çул каялла тунă пӗрремӗш каçăна тӗпрен юсама пуçланă. Пӗтӗмпе Сӗве урлă кӗпере 2023 çулта туса пӗтермелле. «41-мӗш Мостотрядăн» опычӗ пысăк, ун ӗçченӗсем Крым кӗперне тунă çӗре хутшăннă. Унта алла илнӗ технологисене Сӗве çинче те усă курнă. Сăмахран, кӗпер юписене шыв транспорчӗпе усă курмасăр, Крымри пекех «ӗçлӗ кӗпер» çинчен тунă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев