Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Свердловск облаҫӗн оперштабӗ QR-кодсене мӗнле кӗртнине вӗренме Тутарстана килӗ 

Обществолла транспортра QR-кодсене кӗртес опытпа тутарстансем Свердловск облаҫӗнчи специалистсемпе пайланӗҫ

Ҫӗнӗ системӑна вӗренме республикӑна облаҫӑн оперштабӗ килсе ҫитесси ҫинчен регион кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Павел Креков пӗлтернӗ. 

"Эпир обществолла транспортра QR-кодсем кӗртес темӑна алла илес тетпӗр. Ӗнер штабра ятарлӑ ӗҫ ушкӑнне Тутарстана кайса вӗсем QR-кодсене мӗнле кӗртнине вӗренме хушу паранчӗ. Ҫак ушкӑна хӑрушсӑрлӑх системин ӗҫченӗсем, Транспорт министерствин специалисчӗсем кӗреҫҫӗ", – тенӗ Креков.

Тутарстанӑн обществолла транспортӗнче QR-кодсене ноябрӗн 22-мӗшӗнче тӗрӗслеме тытӑннӑ. Вакцинаци туни е коронавируспа чирлесе ирттерни ҫинчен калакан документсене 18-тан иртнӗ мӗн пур пассажиртан кӑтартма ыйтаҫҫӗ. 

Ҫӑмӑл машиналлӑ такси тата хуласем хушшинчи маршрутсене хальлӗхе ку йӗрке пырса тивмест.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев