СВО паттăрӗсемпе волонтерсем çинчен çырнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекен пӗрремӗш хăтлавӗ Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче иртрӗ
Мӗншӗн пӗрремӗшӗ ку ялта-ха? Сăлтавӗ чăннипех те пӗлтерӗшлӗ – Тутарстанран ятарлă çар операцине хутшăннă чăвашсенчен Раççей Геройӗн ятне (шел, вилнӗ хыççăн) пӗрремӗш тивӗçнӗ Владимир Николаевич Козин шăпах çак ялта çуралса ӳснӗ. Ентешӗмӗрӗн паттăрлăхӗ пирки пӗлсен ун чух Ирина Кузьмина ятарласах Владимир Козинăн çывăх тăванӗсемпе тӗл пулчӗ, «Сувар» валли пысăк материал çырчӗ. Палăртса хăвармалла, ку çемьерен Тăван çӗршыва хӳтӗлеме СВОна виççӗн тухса кайнă – пиччӗшӗпе шăллӗ Владимирпа Николай тата вӗсен пӗртăванӗн ывăлӗ Николай – пурте Козинсем. Шел, пӗрне те каялла сывă таврăнма пӳрмен... Козинсем çинчен çырнă очерк кӗнекере паллă вырăн йышăнать. Çавăнпах пирвайхи хăтлава ку ялта ирттерме палăртрăмăр та.
«Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеки тухни пирки эпир вулакансене пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ку кӗнекене ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр чăваш салтакӗсемпе офицерӗсене халалланă. 40 ытла хайлав кӗнӗ кӗнеке иртнӗ эрнере Тутар кӗнеке издательствинче пичетленсе тухрӗ.
Кӗнекене кӗнӗ паттăр салтаксемпе волонтерсем – пурте Тутарстан чăвашӗсем. 2025 çул Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пек иртет. Çакна шута илсе «Сувар» хаçат редакцийӗ тӗп редактор, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн ертӳçи Ирина Трифонова пуçарнипе тăваттăмӗш çул СВОра çӗршыв чысне хӳтӗлекен ентешӗмӗрсене халалласа кӗнеке кăларма шутларӗ. Телее, пирӗн шухăша Тутарстан Республикин Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварас тата аталантарас ыйтусен комиссийӗ ырласа йышăнчӗ. Асăннă комиссин председателӗ Марат Готович Ахметов, ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн ертӳçи Айрат Ринатович Зарипов тӗрев панипе чăваш салтакӗсем çинчен çырнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке кун çути курчӗ.
Палăртса хăвармалла, кӗнекене кӗнӗ хайлавсен тӗп пайне Ирина Кузьмина çырнă. Çавăн пекех кунта «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн Ирина Трифонован, унăн çумӗн Вера Александрован, Ульяновск облаçӗнчи «Канаш» хаçатра тăрăшакан Елена Алексееван, Нурлатри ӗçтешӗмӗрсен Маргарита Литтапа Лилия Мубаракшинан очеркӗсем кӗнӗ.
Кӗнеке тухсан унпа вулакансене паллаштарма районсенче хăтлав ирттерме малтанах палăртса хунăччӗ. Çавăнпа та вăхăта вăраха ямасăр пӗрремӗш презентаци ӗнер, ноябрӗн 7-мӗшӗнче, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче иртрӗ.
Мӗншӗн пӗрремӗшӗ ку ялта-ха? Сăлтавӗ чăннипех те пӗлтерӗшлӗ – Тутарстанран ятарлă çар операцине хутшăннă чăвашсенчен Раççей Геройӗн ятне (шел, вилнӗ хыççăн) пӗрремӗш тивӗçнӗ Владимир Николаевич Козин шăпах çак ялта çуралса ӳснӗ. Ентешӗмӗрӗн паттăрлăхӗ пирки пӗлсен ун чух Ирина Кузьмина ятарласах Владимир Козинăн çывăх тăванӗсемпе тӗл пулчӗ, «Сувар» валли пысăк материал çырчӗ. Палăртса хăвармалла, ку çемьерен Тăван çӗршыва хӳтӗлеме СВОна виççӗн тухса кайнă – пиччӗшӗпе шăллӗ Владимирпа Николай тата вӗсен пӗртăванӗн ывăлӗ Николай – пурте Козинсем. Шел, пӗрне те каялла сывă таврăнма пӳрмен... Козинсем çинчен çырнă очерк кӗнекере паллă вырăн йышăнать. Çавăнпах пирвайхи хăтлава ку ялта ирттерме палăртрăмăр та.
Ир çинчен паян çанталăк çумăрлăччӗ. Хусантан Кӳлпуçне кайнă чух çул тăршшӗпе тенӗ пекех çумăр пӗрӗхрӗ. Çитнӗ çӗре çумăр пӗлӗчӗсем таçта кайса кӗчӗç – мероприяти иртиччен те урăх пӗр тумлам та ӳкмерӗ. Тӗлӗнтермӗш мар-и?
Мероприяти 10 сехетре пуçланать тесе пӗлтернӗччӗ. Апла пулин те Кӳлпуçӗнчи Культура çурчӗ умне ял халăхӗ, юнармеецсем, вырăнти шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, районти çар ветеранӗсен представителӗсем, журналистсем самай маларах пуçтарăнчӗç. 10 сехетре, палăртнă пекех, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсен ячӗпе лартнă палăкпа Раççей Геройӗн Владимир Козинăн бюсчӗ умӗнче Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисене халалланă митинг иртрӗ.
Унтан пухăннă халăх Культура çуртне кӗчӗ. Кунта вара «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекен хăтлавӗ пуçланчӗ. Мероприятие «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова йӗркелесе ертсе пычӗ.
Кӗнеке авторӗ Ирина Кузьмина ку кăларăмра çырса кăтартнă салтаксемпе волонтерсем пирки материалсем еплерех çырăнни пирки каласа пачӗ. Хăтлавра ятарласа килнӗ ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн ертӳçи Айрат Зарипов, Кайпăç муниципаллă район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Алексей Макаров, Кӳлпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Елена Алексеева, Владимир Козинăн тăванӗсем, вырăнти волонтерсем сăмах каларӗç. Мероприятие профессиллӗ артистсем – Хусанти «Аюна» ушкăн солистки Анжелика Еремеева, Лайăш районӗнчи Габишево ялӗнчи Культура çурчӗн «Весна» дуэчӗ – Елена Корсаковăпа Эля Савельева хăйсен юррисемпе илем кӳчӗç.
Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче иртнӗ мероприяти пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче çырса пӗлтерӗпӗр.
Сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев