Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сысна чуми те сарӑлма пултарать

Тутарстан Республикин Биоресурсӗсен патшалӑх комитечӗ сыснасен африка чуми сарӑлассинчен асӑрхаттарса профилактика мелӗсем ҫинчен аса илтерет

Эпизотика лару-тӑрӑвӗ республикӑра ҫивӗч тӑрать.
Ҫак кунсенче Чӑваш тата Мордови республикисенчен илсе кӗнӗ кӑлпасси изделийӗсенче сыснасен африка чумин вирусӗн ДНК-ине асӑрханӑ.
Ҫавна май, Биоресурссен комитечӗ республика территорине вирус ан кӗтӗр тесе тумалли ӗҫсем ҫинчен аса илтерет.
1) Ҫӗр ҫинче апат юлашкине хӑвармалла мар.
2) Вӑрмана илекен апатра сысна какайӗ, салли тата хир сыснин какайӗ пулмалла мар.
3) Сунар вырӑнӗсенче тытнӑ чӗрчунсен тирне сӳнӗ хыҫҫӑн вӗсенчен юлнӑ отходсене уҫӑ ҫӗрте хӑвармалла мар.
4) Тытнӑ чӗрчунсенчен прбӑсем илсе вӗсене ҫийӗнчех ҫывӑхри ветлабораторине илсе ҫитермелле, САЧ (Сыснасен африка чуми) пуррипе ҫуккине тӗрӗслеттермелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

ш6