Шыва кӗмелли сезона пĕтĕмлетрĕç
Çынсем вилнин тӗп сӑлтавӗ – юраман вырăнта шыва кĕни. Кун пирки ТР МЧСӗн шыв-шурсем çинчи хăрушсăрлăхӗн уйрăмӗн ертӳçи Регина Гаязова «Татар-информра» иртнĕ пресс-конференцире пӗлтернӗ.
«Шыва кӗмелли сезон пуçланнӑранпа, июнĕн 1-мĕшĕнчен 53 çын вилнӗ, вĕсенчен – 6 ача. Çулталăк пуçланнăранпа пӗтӗмпе 89 инкек пулнă 66 çын вилнӗ, вӗсен хушшинче 8 ача», – тенӗ Регина Гаязова.
Юраман вырăнта шыва кĕнине пула 42 çын, ăнсăртран шыва ӳкнипе 18 çын вилнӗ, вĕсенчен иккĕшĕ сапборд çинчен ӳксе çӑлав жилечӗсем пулманипе сывă юлайман. Çавӑн пекех кӑçал вӗрсе хӑпартнӑ матрассемпе усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене пӑхӑнманнине пула пилӗк инкек пулнă. 8 çынна тата 3 ачана çӑлнӑ пулсан, пĕр ачана пулăшайман.
Раççей МЧСӗн ТР ШӖМӗн сотрудникӗсем 65 çынна вилĕмрен çӑлнӑ, вӗсенчен 12-шӗ – ачасем. Регина Гаязован сăмахĕсемпе республикӑра шыв çинче вилнисен шучӗ çулсерен чакать. Сӑмахран, 2012 çулта 198 çын вилнӗ пулсан, 2022 çулта ку кӑтарту 86 çынпа танлашнӑ.
Тутарстанра шыва кĕмелли сезон сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Шыв температури пӗчӗк пулнипе МЧС шыва кӗмелле мар тесе сӗнет. Регина Гаязова пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун вăл +17 градуспа кăна танлашать, ку вара хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене тивӗçтермест.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев