Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СЫВĂ ПУЛ, ХӖЛЛЕ, АВАН-И, ÇУРКУННЕ!

Иртнӗ вырсарникун Чăваш Сиреньелӗнче Çăварние ăсатрăмăр

 

 

Çанталăк çил-тăманлă пулни те кансӗрлеймерӗ пире. Ялти тӗп тӳреме уяв тӗлне кирлӗ пек илемлетнӗччӗ, ирех юрă-кӗвӗ янăрарӗ кунта. Сăн ӳкерӗнме юратакансем валли фотозонăсем те йӗркеленӗччӗ. 

Праçник Çăварни юррисемпе пуçланчӗ. Мӗн çинчен юрлатпăр-ха çак уява халалланă чăваш юррисенче? Паллах, хӗлпе сывпуллашса çуркуннене кӗтсе илни, çулталăк ăнăçлă ирттӗр, сывлăхăмăрсем çирӗп, çемьесем телейлӗ пулччăр, тыр-пул ăнса çитӗнтӗр тесе пил ыйтни пирки. 

Уява пуçтарăннă халăха ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Дмитрий Севастьянов саламларӗ, пурне те ăнăçу, çирӗп сывлăх, тăнăç пурнăç сунчӗ. 

Унтан праçник театрализациленӗ представленипе малалла тăсăлчӗ. Йӗркелӳçӗсем хатӗрленӗ конкурссемпе ăмăртусене халăх хастар хутшăнчӗ – ухватпа чӳлмек йăтса та чупрӗç, канат та туртрӗç, çунашка çинче ларса пӗр-пӗринпе вăй та виçрӗç... Çавăнтах пӗçерсе тăракан икерчӗпе, тутлă пловпа, шашлыкпа хăналанчӗç, сăмаварсенче вӗресе тăракан техӗмлӗ курăк чейӗ ӗçсе ăшăнчӗç. 

Паллах ӗнтӗ, «Хӗл карчăкне» те çунтартăмăр. Кăвайт çуннă вăхăтра пурте алран алла тытса карталанса юрларăмăр, Çăварние ăсатнă кун каçару ыйтмалли вырсарникун пулнине шута илсе пӗр-пӗринчен каçару ыйтрăмăр. 

Уява хутшăннă кашни çынна савăнăç парнеленӗшӗн тав тăватпăр.

Елена ТИХОНОВА.

Чăваш Сиреньел. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Масленица чувашская