Сувар

«Сывă пултăр çителӗклӗх туйăмӗ!» – Халăх поэчӗ паян та çивӗч çырать

Сăвва вуланă майăн унăн философийӗ уçăлса пырать, пӗлтерӗшӗпе тыткăнлать. Час ӗçермест, шухăшлаттарать. Çакăнта-тăр чăн-чăн талант вăрттăнлăхӗ.

Чăн-чăн поэт хăй поэт иккенне нихăçан та манмасть. Унра чыс, ăс, хăюлăх çăл пек тапса тăраççӗ.  Тата унăн сăввисем кивелмеççӗ. Вăл ӗмӗрлӗхе çырать. Чăн-чăн поэт вулакана улталамасть. Хăй халăхӗпе тачă çыхăннă, уншăн тăрăшать. Пирӗн халăх поэчӗ Валери Туркай та çапларах. Самоизоляци вăхăтӗнче миçе çӗнӗ сăвă çырчӗ-тӗр. Тӗл перет. Сăвва вуланă майăн унăн философийӗ уçăлса пырать, пӗлтерӗшӗпе тыткăнлать. Час ӗçермест, шухăшлаттарать. Çакăнта-тăр чăн-чăн талант вăрттăнлăхӗ. Анчах паян малтан унăн 1993 çулта çырнă сăввине пичетлес килет. Ăна вăл Чӗмпӗр чăвашӗсен лидерне Олег Мустаева халалланă.

 Сывă пултăр çителӗклӗх туйăмӗ –

Вăхăтра чарăнмашкăн пӗлни!

Пурăнатпăр пӗрре çеç, тăванăм.

Пурте кирлӗ пурнан пурнăçра.

Сывă пултăр çителӗклӗх туйăмӗ –

Вăхăтра чарăнмашкăн пӗлни!

Нумая хапсăнатăн эс – хапсăн.

Сахалпа çырлахатăн – çырлах.

Сывă пултăр çителӗклӗх туйăмӗ –

Вăхăтра чарăнмашкăн пӗлни!

Ах, ытла та каварлă-çке пурнăç!..

Ах, ытла та нумай илӗртӳ!..

Сывă пултăр çителӗклӗх туйăмӗ –

Вăхăтра чарăнмашкăн пӗлни!

Эс утасшăн канма чарăнмасăр,

Эс курасшăн йăлтах тутанса.

Сывă пултăр çителӗклӗх туйăмӗ _

Вăхăтра чарăнмашкăн пӗлни!

Пӗрре çеç пурăнатпăр, тăванăм.

Пурте кирлӗ пурнан пурнăçра.

Сывă пултăр çителӗклӗх туйăмӗ _

Вăхăтра чарăнмашкăн пӗлни!

13.01.1993

Поэтăн паянхи сăввисемпе те паллашма интереслӗ. 

Х     Х    Х

Çук, экзамен тытаймарăн эсӗ –

Саваймарăн чӗререн мана.

Малтанах эс темӗн те шантартăн,

Тӳпене çӗклерӗн ман чуна.

Эп сана ӗнентӗм питӗ-питӗ!

Питӗ-питӗ саврăм эп сана!

Еплерех эс ăшшăн йăл кулаттăн,

Тӳпене çӗклеттӗн ман чуна.

Унтан эс кӗтмен çӗртен çухалтăн,

Сас памарăн нумайччен мана.

Эп сана пит тăрăшса шырарăм,

Реклама

Ир те каç та кӗтрӗм эп сана.

Ерипен кӗлленчӗ шанчăк вучӗ.

ӳкӗнетӗн эс паян, паллах.

Шел, экзамен тытаймарăн эсӗ...

Пурпӗрех тавах сана, тавах!

21.05.20

05 сехет те 22 минут

Х    Х    Х

Çухатас килмен чух çухататпăр.

Çухатас килмен чух _ уйрăмах.

Турăран пулăшу тархаслатпăр,

Вӗренетпӗр тинех кӗлтума.

Çухатас килмен чух çухататпăр,

Шанман чух тивессе уйрăлма.

Нумайчен çунатсемсӗр юлатпăр,

Вӗренетпӗр çунатсăр юлма.

Çухатас килмен чух çухататпăр.

21.05.20

03 сехет те 18 минут

Х     Х     Х

Юрӗ, юрӗ – савăнăр:

эп каллех аманнă!..

Йывăр пулчӗ çапăçу,

вăйлăччӗ тăшман.

Юрӗ, юрӗ – савăнăр:

эп халран йăлт кайнă.

Юн юхать суранăмран.

Йывăр эп аманнă.

Юрӗ, юрӗ – савăнăр!

Савăнса юлсамăр!..

Тӳрленет суранăм ман, –

асăрта тытсамăр!

Тӳрленет суранăм ман, –

асăрта тытсамăр!..

Халь – чармастăп – савăнăр!

Савăнса юлсамăр!..

21.05.20

03 сехет те 48 минут

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: