Сувар

Сывалакансем чирлекенсенчен икӗ хут ытларах

Майӑн 28-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра пурӗ 3026 ҫынра COVID-19 тупса палӑртнӑ

Шел пулин те паян тепӗр 60 ҫын Тутарстанра ҫӗнӗ диагнозпа паллашнӑ. Covid-19-лӑ 12 ҫын пульница пациенчӗ пулса тӑнӑ, 48-шӗ ҫӑмӑл формӑпа килӗсенче сипленеҫҫӗ.

Шута илнӗ чирлисенчен 21-шӗ Хусантан, 11-шӗ Анат Камӑран, 12-шӗ Ҫырчаллинчен. Атняпа Ешӗлварта – 4-шар ҫын, Элкел районӗнчен – 3-ӗн, Ҫӳльту районӗнчен 2-ӗн, Арск, Мензеле, Саба районӗсенчен – пӗрер.
Майӑн 28-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра пурӗ 3026 ҫынра COVID-19 тупса палӑртнӑ.
Паян чиртен сывалнисен шучӗ 124 ҫын.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: