Сувар

Сывлӑх хаклӑ, сывлӑх пӗлтерӗшлӗ

Онлайн проект ноябрӗн 26-мӗшӗнче тапранать

Хисеплӗ Тутарстан Республикинче пурӑнакансем!
ТР Сывлӑх сыхлав министерствин, Хусан патшалӑх медицина университечӗн пуҫарӑвӗпе тата Тутарстан Республикин Правительстви тӗрев панипе профилактика тӗлӗшӗпе йӗркеленӗ "Здоровье просто" онлайн проект ноябрӗн 26-мӗшӗнче тапранать.
Проектӑн тӗллевӗ – халӑхӑн санитари пӗлӗвӗсене ӳстересси, инфекцилле мар тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ инфекциллӗ чирсен профилактики.
Проектӑн формачӗ – эрнесерен "Здоровье просто" «YouTube»-каналта общество сывлӑхӗ пирки тӳрӗ эфирсем ирттернинче. Кашни тӳрӗ эфир – сывлӑх сыхлав облаҫӗнчи суйласа илнӗ темӑпа паллӑ блогерсемпе, медиа-персонӑсемпе, общество деятелӗсемпе чӗрӗ дискусси ирттерни.
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче сӳтсе явакан тема –"Кӑкӑрпа ӗмӗртнин приоритечӗ".
Чӗннӗ хӑнасем: ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ Лейла Фазлеева, ТР Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман неонатологӗ Анна Бабинцева.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: