Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сывлӑх сыхлав министрӗн сӑмахӗсемпе ҫынсене вырттарма 1200 койка хатӗр

Лару-тӑрӑва Рустам Минниханов хӑй тимлӗхне илнӗ

Covid-19 коронавируспа чирлекенсен  шучӗ ӳссе пырсан та медицина учрежденийӗсем ӗҫне чакармалла мар. Ҫакӑн ҫинчен Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов ТР Правительство Ҫуртӗнчи канашлура каланӑ.
Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ сарӑлассипе лару-тӑру ҫивӗч, анчах контрольте. Планри ӗҫ йӗркине сыхласа хӑварса кирлӗ чухлӗ койкӑ-вырӑнпа тивӗҫтермелле", – хушнӑ ТР Президенчӗ. .
Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков Тутарстанра коронавируспа чирлекенсене вырнаҫтарма 1,2 пин резервлӑ койкӑсем хатӗрлени ҫинчен пӗлтернӗ.
Рустам Минниханов медперсоналӑн хӳтӗленӳ хатӗрӗсем тата эмел препарачӗсем ҫителӗклӗ пулмалли ҫине тимлӗх уйӑрнӑ.  Ҫавӑн пекех вӑл аслӑ ҫултисене пулӑшакан волонтёрсен ӗҫне мӗнле йӗркеленипе кӑсӑкланнӑ.
Президента волонтер пункчӗсем хӑйсен ӗҫне малалла илсе пыни ҫинчен пӗлтернӗ. Рустам Минниханов ҫынсем ӑҫтан пулӑшу илмеллине пӗлччӗр тесе халӑха тепӗр хут волонтёрсем ҫинчен, вӗсен контакчӗсене пӗлтерме хушнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев