Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӑҫта ҫухалчӗ ЮТВ?

Хаклă редакци ӗçченӗсем! Эпир, Çӗпрел районӗн ял çыннисем, сиртен пулăшу кӗтетпӗр. Пирӗн районта «Таттелеком» компани кабельлӗ телекурăм кӗртсе ЮТВ канала курма май туса панăччӗ. 7 пин тенкӗ тăкаклантăмăр уншăн. 1-2 çул чăваш артисчӗсене телевизорпа курса савăннă хыççăн ЮТВ канал вырăнне «Чăваш Ен» кӗртсе хучӗç. Пире «Чăваш Ен» передачисем килӗшмеççӗ. Унта вӗсем йăлтах вырăсла. Сайра-хутра концертсем, спектакльсем кăтартаççӗ. Ялан курнисем. Эпир малашне те чăваш артисчӗсен концерчӗсене курасшăн. ЮТВ канала Крым – Питӗр – Иркутск таранах кураççӗ. Эпир Шупашкартан 200 километрта пулсан та пăхаймастпăр. «Летай» кабельлӗ канал çинче 64 каналтан 84-та çитрӗ. ЮТВ валли нивушлӗ пӗр канал та тупăнман? Пире, ваттисем валли, телевизор çинче ним курмалли те çук. Е вӗлереççӗ, е çапăçаççӗ, мультфильмсем те пăхмастпăр эпир.​ ЮТВ канал çӗнӗрен ӗçлесе кайсан пирӗншӗн ку пысăк парне пулӗччӗ. «Сувар» хаçатран пулăшу кӗтетпӗр. Çӗпрелсем.

 Хаклă редакци ӗçченӗсем! Эпир, Çӗпрел районӗн ял çыннисем, сиртен пулăшу кӗтетпӗр. Пирӗн районта «Таттелеком» компани кабельлӗ телекурăм кӗртсе ЮТВ канала курма май туса панăччӗ. 7 пин тенкӗ тăкаклантăмăр уншăн. 1-2 çул чăваш артисчӗсене телевизорпа курса савăннă хыççăн ЮТВ канал вырăнне «Чăваш Ен» кӗртсе хучӗç. Пире «Чăваш Ен» передачисем килӗшмеççӗ. Унта вӗсем йăлтах вырăсла. Сайра-хутра концертсем, спектакльсем кăтартаççӗ. Ялан курнисем. Эпир малашне те чăваш артисчӗсен концерчӗсене курасшăн. ЮТВ канала Крым – Питӗр – Иркутск таранах кураççӗ. Эпир Шупашкартан 200 километрта пулсан та пăхаймастпăр. «Летай» кабельлӗ канал çинче 64 каналтан 84-та çитрӗ. ЮТВ валли нивушлӗ пӗр канал та тупăнман? Пире, ваттисем валли, телевизор çинче ним курмалли те çук. Е вӗлереççӗ, е çапăçаççӗ, мультфильмсем те пăхмастпăр эпир.​ ЮТВ канал çӗнӗрен ӗçлесе кайсан пирӗншӗн ку пысăк парне пулӗччӗ. «Сувар» хаçатран пулăшу кӗтетпӗр.

Çӗпрелсем.


Хаклă вулакансем, çӗпрелсем! Эпир сирӗн çырăвăра вуласа тухнă хыççăн «Таттелеком» компанине шăнкăравларăмăр. Пирӗнпе компани операторӗ, контакт-центрăн специалисчӗ Эльмира çыхăнчӗ.
Вăл каланă тăрăх, чи малтан сăлтавне пӗлмелле: мӗне пула ЮТВ телеканал тухса ӳкнӗ? «Кабельлӗ телекăларăма районсемпе ялсене кӗртнӗ чух çынсене кирлӗ информацие туллин пама тăрăшатпăр. Тариф планӗсем тӗрлӗрен. Паллах, нумай чух йӳнереххине суйлаççӗ. Вара унпа килӗшӳллӗн мӗнпур канал пулмасса та пултарать. Çавăнпа пирӗн чи малтан çынсем мӗнле тариф планне суйланине пӗлмелле. Ун шутӗнче пур-и ЮТВ е çук? Сăлтава пӗлес тесен вырăна пирӗн специалист тухма пултарать», – терӗ контакт-центр специалисчӗ.
Специалиста чӗнсе илес тесен сирӗн «Таттелекома» 8(843) 222-22-22 телефонпа шăнкăравламалла. Сирӗн патра ЮТВ канал мӗншӗн кăтартма пăрахнине компани специалисчӗ пырса тӗрӗсленӗ хыççăн тин палăртма пулать.

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    У нас в Чувашии также почему то ютв канал убрали. Хотелось бы знать причину