Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăхăрьял çыравçисем черетлӗ литература альманахӗ кăларнă

Коронавирус чирӗ алхаснине пула кăçал Пӳркелӗнче сăвă уявне пуçтарайман. Поэзи кунӗнче хăтлаканччӗ тăхăрьялсем альманахăн черетлӗ кăларăмне.

Шутпа 17-мӗш литература кăларăмне Пăва районӗн Пӳркел ял библиотеки тавра чăмăртаннă сăвăçсем пухса хатӗрленӗ. Альманахăн улшăнми редакторӗ, чăваш халăх академикӗ Анатолий Малышев сăмахӗсемпе, çак алă вӗççӗн хатӗрленӗ журнала тăван сăмаха юратакансем валли кăларнă.

«Кăçал эпир ăна икӗ юбилейлă датăсене халаллас терӗмӗр: Аслă Çӗнтерӗвӗн 75-çуллăхне тата ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине. Çавăнпа та эсир альманахра Аслă вăрçăра хутшăнса, тылра ӗçлесе республикăмăрта пӗр ӗмӗр хушшинче пулса иртнӗ ӗçсенче хастар хутшăннă, анчах чӗрисенче сăвă çурти усранă ентешсен сăввисене пичетлес терӗмӗр. Çак çынсен ячӗсене яш ăру патне çитерес терӗмӗр. Пӗлсе тăччӗр вӗсем, пурнăçра нушалăх курнă пирӗн мăн асатте-аттесене те хăпартланнă туйăм ют пулман», – тесе çырнă вăл альманахăн умсăмахӗнче.  

Билиотека кăларакан журнала Пăва районӗнчи сумлă чăваш çыравçисен, журналистсен, ят илнӗ сăвăçсен хайлавӗсене кӗртнӗ, ытла паллă мар ятсем те хăйсен пӗрремӗш сăввисене пичетлеме панă альманаха. Çавăн пекех унта В.Урташ парнин çӗнӗ лауреачӗн сăввисем те вырăн тупнă. Çӗнӗ ятсенчен Таккаварти Татьяна Никаноровăна, Киштекри Иван Васильева, Шемекри Владимир Дворова, Канаври Иван Гнатьева палăртмалла. Вӗсемпе пӗрлех «Тăхăрьял» альманаха районти вырăсла тата тутарла сăвă çыракансем кӗнӗ

«Вулакансем те пирӗн питӗ тӗрлӗ çынсем: пӗрисем сăвăсене чӗрипе итлеççӗ, иккӗмӗшсем – хӗрӳ кăмăлпа, вӗççӗмӗшсем – хӗрхенӳллӗ, тăваттăмӗшӗсем сӳрӗкрех. Анчах пурте вӗсем хамăрăннисем, Турă пӳрнӗ вулакансем. Çавсем валли хатӗрленнӗ ӗнтӗ альманах», – палăртнă Чăваш халăх академикӗ.

Коронавирус чирӗ алхаснине пула кăçал Пӳркелӗнче сăвă уявне пуçтарайман. Поэзи кунӗнче хăтлаканччӗ тăхăрьялсем альманахăн черетлӗ кăларăмне.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев