Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăхăрьял каччисем ют çӗршыв комбайнӗсемпе тырă выраççӗ

Яланхи пекех, ҫамрӑксем сахалӑн мар вырмара, салтака кайманнисем те аслисемпе пӗр тан тырӑллӑ хирсенчи гектарсене сахаллатаҫҫӗ.

Александр Степановпа Артём Герасимов экипажӗ Пӑва районӗнчи "Заря" хуҫалӑхӑн комбайнерӗсен хушшинче чи ҫамрӑкки. Пӗри Раккассинчен, тепри Элшелӗнчен. Вӗсем аслисемпе хире ҫӳре-ҫӳрех вӗренсе ҫитнӗ кӑткӑс техникӑна пӑхӑнтарма. Халӗ ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ комбайнпа иккӗшех ӗҫлеҫҫӗ.
Эпир вӗсемпе тӗлпулнӑ вӑхӑтра каччӑсем пӗр бункер кӑна ҫапнӑччӗ-ха. Йӗтемрен таврӑнакан машинана нумай кӗтмелле пулмасан, кунне аванах тырӑ ҫапса илме пултараҫҫӗ вӗсем.
Хир карапӗн барабанӗсем пучахран пӗрчӗсене шӗкӗлчесе кӑларнӑ вӑхӑтра чӑваш каччисем кабинӑри кондиционер айӗнче ларса Алексей Шадриков репертуарӗнчи юрӑсене итлени ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
Ывӑнмасӑр ӗҫлемелле пултӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев