Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăхăрьял шăпчăкӗ – 2019

Апрелӗн 29-мӗшӗнче Альших клубӗнче кашни çул иртекен “Тăхăрьял шăпчăкӗ” юрăсен конкурсӗ пулчӗ. Кăçал вăл 14-мӗш хут иртрӗ.

Уява 2005 çулта Элшелӗнчи вăтам шкулăн ун чухнехи директорӗ Владимир Афанасьев йӗркелесе ячӗ, малтанхи темиçе çул юрă конкурсне Элшел ялӗнчех ирттерсе пычӗç. Хальхи вăхăтри йăлана кӗнӗ йӗркепе, хăш ял хӗрӗ е ывăлӗ “Тăхăрьял шăпчăкӗ” ята çӗнсе илет, çитес çулхи юрă уявӗ çав ялта иртет.

Альших ял хутлăхӗн ертӳçи Александр Андреев конкурсра хутшăнакансене хăй ятӗнчен пурне те парнесем пачӗ, вӗри чейпе хăналарӗ. Клуб заведующийӗ Татьяна Киргизова тата шкулти учительсем пӗрле пуçтарăнса килнӗ хăнасене Мăнкун çимӗçӗсемпе сăйларӗç. Альшихри вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Мукасева пур ачасем валли те Хисеп хучӗсем хатӗрленӗ.

– Кам чăвашла лайăх калаçать, лайăх вӗренет, çав ачах вырăсла та пур предметсемпе ӗлкӗрсе пырать, унăн дисциплини те лайăх, – терӗ Альших вăтам шкулӗн директорӗ Марина Киргизова. Вăл ачасене уявра хутшăннăшăн, тăван чӗлхене юратнăшăн тав сăмахӗсем каларӗ.

ЧНКЦ ертӳçи Владимир Ильин залра ларакан тата сцена çинче юрлакан, ташлакан ачасене йăла-йӗркесене вӗренме, чăваш пулнипе мăнаçланма, малалла татах та чăвашлăхшăн тăрăшса ӗçлеме чӗнсе, тав сăмахӗсем каларӗ, парнесемпе чысларӗ.

Конкурсра 55 ача хутшăнчӗ, çӗнсе илнӗ вырăнсем çакăн пек:

Кӗçӗн группа

Линана Никонова тата Виктория Никонова (Тури Лащи шкулӗ) – 1-мӗш вырăн;

Диана Бахтинова (Чăваш Киштек шкулӗ), Милана Ильина (Альших шкулӗ), Валерия Михайлова (Шемек шкулӗ), “Шăпчăксем” ушкăн (Пӳркел шкулӗ) – 2-мӗш вырăн;

Милана Топоркина (Таккавар шкулӗ), Елена Андреева, Дарина Зайцева (Альших шкулӗ) – 3-мӗш вырăн.

Аслă группа

Кирилл Николаев (Элшел шкулӗ), Милана Архипова, Лариса Алексеева (Пӳркел шкулӗ), Ксения Никитина (Чăваш Киштек шкулӗ), “Çăлкуç”фольклор ушкăнӗ (Альших шкулӗ) – 1-мӗш вырăн;

Анжелика Попова (Кипеккасси ялӗ), Наталья Плешкова (Пӳркел шкулӗ), Кристина Комиссарова, Елизавета Судакова (Рункă шкулӗ) – 2-мӗш вырăн;

Елена Емельянова, Виктория Кузнецова (Альших шкулӗ), Ксения Суркова (Кушник ялӗ), “Хырла” ушкăн (Альших шкулӗ) – 3-мӗш вырăн.

Тӗрлӗ номинацисенче палăрнисем

Вероника Малянова, Евгения Макарова (Элшел шкулӗ), Татьяна Тюплина (Кушник ялӗ), Арина Судакова (Рункă шкулӗ), “Асамат”, “Шевле” ушкăнсем (Альших шкулӗ). Кăçалхи çӗнтерӳçӗ Элшел шкулӗнче вӗренекен Кристина Барбарова пулчӗ. Эппин юрă уявӗ 2020 çулта Тăхăрьялта иртмелле. (М.Киргизова сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана