Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Таккаварăн хӗрӗсем – маххă памаççӗ вӗсем

Майăн 22-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Таккавар ялӗнче Микула уявне паллă турӗç. Пăтă пӗçерчӗç, сăмаварпа тутлă курăксенчен техӗмлӗ чей вӗретсе ӗçрӗç, карталанса вăйă каларӗç, хуткупăспа юрăсем юрларӗç, ташларӗç.

Уява йӗркелекенсем ЧНКЦ пайташӗ Анна Никонорова тата унăн Полинăпа Татьяна йăмăкӗсем, Иван тетӗшӗ, мăшăрлă Татьянăпа Михаил Чауковсем пулчӗç. Уява хăнана Пăва хулинчи Пӗчӗк театр хӗрӗсем килнӗччӗ, театр ертӳçи Наталья Ракова хуткупăспа выляса уяври халăха савăнтарчӗ.

Çав кун Таккавар ялӗнче пурăнакансемшӗн тепӗр пулăмпа та асра юлӗ. Çак ялта çуралса ӳссе ăс, вăй-хал пухнăскер, халӗ Ульяновск хулинче пурăнакан Валерий Андреевич Федоров ял масарӗ çинче часавай лартма шутланă. Альшихри чиркӳре тăрăшакан Олег аттене чӗнсе килсе таса çурт пулас вырăна палăртса хăварчӗç. Часавая тăхăр кӗтеслӗ никӗслерӗç. Тăхăрьял арçыннисем никӗсне палăртса пӗрер шăтăк чавса хăварчӗç. Аван ӗç тума пуçланă Валерий Андреевича Турă малашне те пулăшса тăтăр, сывлăх патăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев