Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Такси, каршеринг электромобильсене кӗтеççӗ

Тутарстанра кун пек хула Хусан. А.Кияшко электромобильсем валли Раççей климатӗнче ӗçлеме пултаракан батареясем тăвассипе компани «Росатомпа» килӗштерсе ӗçленине асăннă.

«Атом» компанин патшалăх влаçӗн органӗсемпе ӗçлекен директорӗ Анатолий Кияшо «РОСТКИ» форумра журналистсене электромобиле такси тата каршеринг, çавăн пекех тавар кӳрекен сервиссенче хута ярасшăн. «Çак службăсем юлашки 5 -7 çулта пысăк хăвăртлăхпа аталанаççӗ, пирӗн «Атом» çывăх вăхтрах вӗсен историйӗн пӗр пайӗ пуласса шантпăр», – тенӗ директор. Пуçарăва миллион ытла çын пурăнакан хуласенче хута яраççӗ. Тутарстанра кун пек хула Хусан. А.Кияшко электромобильсем валли Раççей климатӗнче ӗçлеме пултаракан батареясем тăвассипе компани «Росатомпа» килӗштерсе ӗçленине асăннă. Çавăн пекех электромобильсене  авăрлама площадка хатӗрлемеллине те пӗлтернӗ, машинăна çӗрӗпе авăрлани 500 километр çӳреме çитет. Хуласем аталаннă чух электромобиль пуласса та, ун валли  пысăк площадкăсем кирлӗ пуласса та шутласа илме пултарайман, çавăнпа халь электромобильсене кирлӗ инфраструктура тăвассипе ӗçлеме тивет.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество