Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Таксиста вӗлерекенсен ӗçне Верховнăй суд пăхса тухӗ

Иртнӗ çулхи декабрь уйăхӗн 20-мӗшӗнче Азнакай хулинчи икӗ ӳсӗр такси чӗнтернӗ. Машинăна ларсан, вӗсем çӗнӗ туртса кăлараççӗ те, водителе хăратса Пӗкӗлмене илсе кайма хушаççӗ. Ӳсӗрсене вырăна илсе çитерсен таксист машинаран чупса тухса тарма хăтланать.

Анчах та хурахсенчен пӗри ăна хăваласа çитсе çурăмӗнчен çӗçӗпе чикет. Каярах çак суранран водитель больницара вилсе каять.

Икӗ ӳсӗр таксистăн укçисене вăрлаççӗ, магнитоллине, телефонне, курткине те хывса илеççӗ. Преступлени йӗрӗсене çухатас тесе вӗсем автомобиле вут чӗртсе çунтарса яма шутлаççӗ.

Часах ку хурахсене тытса чараççӗ. Вӗсене хирӗç уголовнăй ӗçе распуй, çынна вӗлерни, пурлăха тӗп туни, укçа вăрлани статьясемпе пуçараççӗ. Хăйсен айăпне тытса чарнă çынсем йышăнмаççӗ, вӗсем присяжныйсен судне йӗркелеме ыйтнă.

Часах уголовнăй ӗçе Тутарстанри Верховнăй суд пăхса тухӗ. Çакăн çинчен журналистсене ТР прокурорӗн пулăшаканӗ Руслан Галиев пӗлтернӗ.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев