ТАЛАНТЛĂ КОМПОЗИТОР ӖМӖРЛӖХЕХ КУÇНЕ ХУПРӖ
Хурлăхлă хыпар чуна хурлантарать. Июлӗн 25-мӗшӗнче вилнӗ Михаил Волков юлашки вăхăтра Мускавра ӗçлесе пурăнатчӗ
Ку эрнере каллех хурлăхлă хыпар пӗлтӗмӗр: «Сувар» хаçатăн авторӗсенчен пӗри, талантлă композитор тата сăвăç Михаил Волков вилсе кайнă... Пирӗн вулакансем ăна юрă кӗвӗлекен пек ытларах пӗлеççӗ. Тутарстанри поэтсен сăввисене мӗн чухлӗ юрра хывман-ши вăл? Çав вăхăтрах хăй те сăвăсем çыратчӗ. Юлашки вăхăтра Мускавра ӗçлесе пурăнатчӗ: шкулта ачасене музыкăна вӗрентетчӗ, ют çӗршывсене кайса тӗрлӗ конкурссене хутшăнни пирки те каласа панăччӗ.
Михаил Владимирович Волков 1957 çулхи январӗн 5-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет ялӗнче çуралнă. Ашшӗпе амăшӗ учительсем пулнă.
1963 – 1971 çулсенче Михаил ялти сакăр çуллă шкулта вӗреннӗ. 1971 – 1975 çулсенче Лениногорск хулинчи педагогика училищинче пӗлӳ илнӗ. Алла диплом илсен ялти шкула ӗçе вырнаçнă çамрăк специалист. Пултаруллăскер, çав çулах ӗмӗт ансамбль те йӗркелесе янă вăл кунта. Анчах çулталăкран салтакан кайма ячӗ тухнă каччăн: 1976 – 1978 çулсенче Лăпкă тинӗс флотӗнче хӗсметре тăнă Михаил. Шăп салтакра чухне сăвăсем çырма пуçланă.
Таврăнсан Хусанти патшалăх педагогика институтне вӗренме кӗнӗ Вăтăр Юман Киремет йӗкӗчӗ. Аслă пӗлӳ илсен те пӗр тапхăр тăван ялӗнчи шкулта вăй хунă-ха вăл. Унтан, 1984 çулта, çемйипе Анат Камăна пурăнма куçнă. Кунти педучилищӗре преподавательте ӗçленӗ, шкулта ачасене те вӗрентнӗ.
«1994 çулта хулара чăваш çамрăкӗсен эстрада ансамбльне йӗркелесе ятăм. Çав çулах Чăваш Республикинче иртекен «Пӗчӗк çеç путене» фестивале хутшăнтăм хамăн ачасемпе. 1995 çулта Анат Камăра хамăн авторсен каçне тата фотокурав ирттертӗм. Çав çулах делегат пулса Чăваш наци конгресӗн съездне хутшăнтăм. Хусан хулинчи Химиксен Культура керменӗнче пысăк концерт лартрăмăр.
Манăн икӗ ача – хӗрпе ывăл, вӗсене эпӗ питӗ юрататăп», – тесе çырса янăччӗ нумай пулмасть Михаил Владимирович «Шурăмпуç» журнал валли хăйӗн юррисемпе пӗрле автобиографине ярса пама ыйтсан.
Михаил Волков вăхăтсăр вилсе кайнипе унăн çывăх çыннисемпе, тăванӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланни пирки пӗлтеретпӗр. Талантлă ентешӗмӗрӗн çутă сăнарӗ яланах пирӗн асра упранӗ.
Редакци.
Архиври сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев