Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тăлăх ачасем валли 37 çӗнӗ хваттер туянӗç

ТР Патшалăх туянăвӗсен комитечӗ Хусанта 37 тăлăх ачана хваттерпе тивӗçтерме палăртнă. Республикăри Çӗрпе пурлăх хутшăнăвӗсен министерстви заказчик пулнине патшалăх туянăвӗсен порталӗнче пичетлесе кăларнă.

Кашни хваттер палăртнă нормативсене тивӗçтермелле:

  • унăн калăпăшӗ 24-тăваткал метртан пуçласа 36 тăваткал метр таран;
  • пурăнмалли çурт-йӗр çӗнӗ пулмалла – çуртсене 2024 çултан маларах хута янă пулмалла мар.

Унсăр пуçне пӳлӗмсем юридици енчен таса тата пурăнансенчен ирӗк пулмалла.

«Тăлăх ачасем валли пурăнмалли çурт-йӗр туянасси – социаллă политикăн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Аукцион этапӗсен пахалăхӗпе тасалăхне çирӗп сăнатпăр», – палăртнă ТР Патшалăх туянăвӗсен комитечӗн председателӗ Марат Зиатдинов.

Пурăнмалли çурт-йӗрӗн гаранти срокӗ икӗ çултан кая мар, çуртсене патшалăха декабрӗн 20-мӗшӗччен кая мар памалла.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: жилье Госзакупки сироты