Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тамара Алексеевна – ырă кăмăллă вӗрентекен

Теччӗри училищӗрен вӗренсе тухсан çамрăк учителе Çӗнӗ Йӗлмеле кӗçӗн классенчи ачасене вӗрентме янă. Унтанпа 40 çул иртрӗ. Çак вăхăтра Тамара Алексеевна Çӗнӗ Йӗлмел йӗкӗчӗпе Володя Еремеевпа çемье çавăрса виçӗ ывăл, виçӗ хӗр çуратса ӳстернӗ. Туслă çемьере пӗр-пӗрне юратса, ăнланса пурăнаççӗ. Ачасем пӗрин хыççăн тепри çитӗнсе тивӗçлӗ пӗлӳ илнӗ: асли Лена амăшӗн çулӗпе кайнă. Малтан Теччӗри педагогика училищинчен, кайран Шупашкарти Чăваш патшалăх университетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнă. Халӗ Германире нимӗç чӗлхи вӗрентет. Тамара Алексеевна хӗрӗпе мăнаçланать.

Яваплă, этем ăс-хакăлне никӗслессипе çыхăннă ӗçре 40 çул тăрăшать Т.А.Еремеева. Тамара Алексеевна 1960 çулта Чăваш Паснапуçӗнче (Çӗпрел районӗ) нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Виçӗ хӗр те икӗ ывăл çитӗннӗ вӗсем. Ӗçпе пиçӗхсе ӳснӗ, аслисем пӗчӗкрен ӗçе хăнăхтарнă.
Вăтам шкул хыççăн Тамара Теччӗ хулинчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Тантăшӗсем «ӳссен эсӗ кам пулатăн» ыйтăва хуравлама пуçне ватнă пулсан, вăл яланах вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Теччӗри училищӗрен вӗренсе тухсан çамрăк учителе Çӗнӗ Йӗлмеле кӗçӗн классенчи ачасене вӗрентме янă. Унтанпа 40 çул иртрӗ. Çак вăхăтра Тамара Алексеевна Çӗнӗ Йӗлмел йӗкӗчӗпе Володя Еремеевпа çемье çавăрса виçӗ ывăл, виçӗ хӗр çуратса ӳстернӗ. Туслă çемьере пӗр-пӗрне юратса, ăнланса пурăнаççӗ. Ачасем пӗрин хыççăн тепри çитӗнсе тивӗçлӗ пӗлӳ илнӗ: асли Лена амăшӗн çулӗпе кайнă. Малтан Теччӗри педагогика училищинчен, кайран Шупашкарти Чăваш патшалăх университетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнă. Халӗ Германире нимӗç чӗлхи вӗрентет. Тамара Алексеевна хӗрӗпе мăнаçланать.

Ывăлӗ Андрей университетра юридици факультетне пӗтерсе Ульяновскра тӗпленнӗ. Николай строитель профессине суйласа илнӗ. Колледжран вӗренсе тухнă хыççăн Мускавра стройкăра маçтăр пулса ӗçлет. Анна, аслă аппăшӗ пекех, Теччӗре вӗреннӗ. Вăл физкультура вӗрентекенӗ. Алексей, пиччӗшӗ пекех, Ульяновскра пурăнать. Вăл Çӗпрелӗнчи Отрасльсен технологийӗн техникумӗнчен техник-механик пулса тухнă. Вăл та Ульяновскрах, заводра ӗçлет. Кӗçӗнни Ольга Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи.
Ултă ача çуратса ӳстернӗшӗн Тамара Алексеевна Еремеевăна Тутарстан Республикин патшалăх наградине – «Амăш мухтавӗ» медаль –панă.
Еремеевсен пуласлăхӗ пысăк – сакăр мăнук ӳсет. Пур ачи те тăван киле пуçтарăнсан кукамай-асанне, кукаçи-асатте тени аслă Еремеевсене савăнтарса тăрать.
Пушă вăхăтра Тамара Алексеевна чечек лартса ӳстерет, кăмпана тата çырлана çӳрет, тӗрӗ тӗрлет, картинăсем ӳкерет.  Унăн ӗçӗсене пӗрре мар ял хутлăхӗнче, районта иртекен куравсене тăратнă.  Çакна каласа хăварар тата: Т.Еремеева ачасене сăвă, калав çырма хăнăхтарать. Унăн вӗренекенӗсен творчество ӗçӗсене Çӗпрел районӗнче тухса тăракан «Тăван ен» хаçатра курма пулать.
Тамара Алексеевна нихăçан та музыкăна юратма пăрахмӗ, юрлама та юратать вăл. Ерçӳ тупăнсан чăваш, вырăс юррисене вӗренет. Хăйӗн вӗренекенӗсене те хăнăхтарать çӗнӗ юрăсене.   
Кăçал Тамара Алексеевна вуннăмӗш хут ачасене вăтам классене ăсатать. Вӗсем хăйсен пӗрремӗш вӗрентекенне манмаççӗ, кашни тăватă çулта тӗлпулусене чӗнеççӗ, асăнмалăх парнесем параççӗ. Шкул директорӗн вӗрентӳпе воспитани енӗпе ӗçлекен çумӗпе Татьяна Карсаковăпа Тамара Алексеевна çинчен калаçма тӳр килчӗ. Ӗçтешне мухтарӗ вăл – пысăк квалификациллӗ вӗрентекен, ӗçе яваплăн тăвать, хăйӗнчен те, вӗренекенсенчен те çирӗп ыйтать. Районта иртекен конкурссене час-час хутшăнса çӗнтерӳçӗ пулса таврăнать.
Паян Тамара Алексеевна иккӗмӗш классемпе ӗçлет, шкулта чи аслă педагог вăл. Кӗçӗн классемпе ӗçлекенсен методика пӗрлешӗвне ертсе пырать. Çамрăк ӗçтешӗсене хăйӗн нумай çул пухăнса пынă пӗлӗвне, опытне парать.
Нумай çул кӗçӗн çулти ачасене вӗрентес ӗçе тӳрӗ кăмăллăн илсе пырса çитӗнӳсем тунăшăн Тамара Алексеевна Çӗнӗ Йӗлмел шкул дирекцийӗн, Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн Ӗçтăвкомӗн, Çӗпрел район пуçлăхӗн, ТР Вӗрентӳпе  наука министерствин  Хисеп, Тав хучӗсене тивӗçнӗ.  
Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарăмсен кунӗпе саламласа Тамара Алексеевнăна пултарулăхра çитӗнӳсем, çемйинче тăнăçлăх, çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, мирлӗ пурнăç сунатпăр.

Геннадий КАРСАКОВ,
 Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи ветерансен канашӗн председателӗ.
Çӗпрел районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 Марта