Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăмпăрлăра Уяв, Кивӗ Иглаелӗнче Ял кунӗ иртрӗ

Июлӗн 13-мӗшӗнче ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев Павлă тата Нурлат районӗсенче иртнӗ чăваш мероприятийӗсене хутшăнчӗ.

Пӗр тан тимлӗх

Павлă районӗнчи Тăмпăрлă ялӗнче Уяв ирттерчӗç. Унта муниципаллă район пуçлăхӗ Ильяс Гузаиров та пынăччӗ. Вăл районти ӗçре мала тухнă чăвашсене патшалăх наградисем парса чысларӗ. Вӗсен хушшинче «Березовские зори» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн ертӳçи Владимир Шевелев та пурччӗ. Ăна ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Тав çырăвӗпе наградăларӗç. Павлă районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Светлана Козлова нумай ача пăхса ӳстернӗ çемьесене парнесем парса чысларӗ. 

Иккӗмӗш çул районти чăвашсен уявне ирттерекенсене вырăнти Чăваш наципе культура центрне нумай çул ертсе пынă çыравçă, таврапӗлӳçӗ, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Виталий Козлов та саламларӗ. Районти халăхсене влаçрисем пӗр тан тимлӗх уйăрни сисӗнет. Нацисен хушшинчи туслăх çирӗпленсех пытăр.

Кăмăллă уяв, вăл июнӗн 15-мӗшӗнчех иртмеллеччӗ, анчах та культура ӗçченӗн çемйинчи инкеке пула мешехе вăхăтне куçарма тивнӗ. Тăмпăрлăна хăнана Пӗкӗлме районӗнчи чăваш ансамблӗ, Пушкăртстан Республикинчи Октябрьскинчен килнӗ фольклор ушкăнӗ праçнике илем  кӳчӗç. Клуб хыçӗнчи лапамра спорт ăмăртăвӗсем те иртрӗç, сăра дегустацийӗ те, вӗри икерчӗпе пыл та астивсе пăхма пулатчӗ. Хăнасене кунӗпе Лайăш районӗнчи «Веснавея» ансамбль хăйӗн юрри-ташшипе савăнтарчӗ. 

Уяв, савăнăç вăхăтӗнче пирӗн пăшал тытса нацистсене хирӗç кӗрешекен ентешсем çинчен те манма юрамасть. Константин Малышев хăйӗн сăмахӗнче халăх йăлисем чӗлхене упрама, çитӗнекен ăрура патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшни çинчен каларӗ. ТР ЧНКА Канашӗн ятӗнчен вăл Павлăри Чăваш наципе культура центрне илемлӗ литература кӗнекисем парнелерӗ, вырăнти «Боевое братство» организацие СВОна хутшăнакан салтаксем валли укçан пулăшу пачӗ. 

 

Кивӗ Иглаелӗнче – Ял кунӗ

Çак кунах Нурлат районӗнчи Кивӗ Иглаел Ял кунне уявларӗ. Унта та таврари ялсенчен хăнасем пухăннăччӗ. Вӗсен хушшинче район пуçлăхне Дамир Ишкинеева курма кăмăллă пулчӗ. Дамир Азатович уява йӗркелекенсене авалхи йăласене тытса пынăшăн мухтарӗ. Çынсене пӗрлештерекен тӗлпулусем ытларах пулччăр пурнăçра!

Кивӗ Иглаел ялӗ пысăках мар пулин те, кăмăлтан хатӗрленнӗ хăйӗн кунне кӗтсе илме. Çынсем вӗрен туртса та ăшăнаççӗ, ташласа та савăнаççӗ, юрă юрлас текенсем те чылай. 

ТР ЧНКА Канашӗ Нурлат районӗнчен СВОна хутшăнакансене пӗлтӗр те, кăçал та сахал мар пулăшрӗ: укçа-тенкӗпе те, япаласемпе те, апат-çимӗçпе те. Ку тӗлпулура та Константин Малышев вырăнти «Боевое братство» организацин ертӳçине Зиннур Мутагирова укçаллă конверт  тыттарчӗ. «Вӗсем кунти мирлӗ пурнăçшăн юн тăкаççӗ, пирӗн вӗсене пулăшмаллах», – пулчӗç пӗтӗмлетӳ сăмахӗсем. 

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн пайташӗсем ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене пулăшас тӗллевпе ку укçа-тенке  кăçал мартăн 30-мӗшӗнче иртнӗ отчетпа суйлав конференцийӗнче пуçтарнăччӗ.

Хамăр корр. 

Р.Хураськин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев