Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТАНИ ЮН ЯЧӖ ХАЛĂХ АСӖНЧЕН ТУХМАСТЬ

Чăвашсен пӗрремӗш киноактриси çуралнăранпа кăрлач уйăхӗн 28-мӗшӗнче 120 çул çитрӗ

Тӗнчипе паллă актриса çуралнă кун чăваш интеллигенцийӗн сумлă ушкăнӗ Карачура çăвине Тани Юн (Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская) вилтăпри патне пухăнчӗ. Чăваш театрӗпе кино ятне çӳллӗ шая çӗкленӗ хисеплӗ Татьяна Степановнăна чыслама, пуç тайма К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗсем, çыравçăсем, Чăваш наци конгресӗ çумӗнчи çамрăксен хастарӗсем, телевиденипе радио журналисчӗсем çитрӗç. Чăваш Республикин кинематографи пӗрлешӗвӗн ертӳçи Олег Цыпленков Тани Юн ӗçне-хӗлне кино тата театрпа çыхăнтарса каласа пачӗ. Калаçура вăл хисеплӗ актрисăн пурнăçӗ, пӗтӗм ӗçӗ «Чăвашкино» тата Чăваш театрӗн кун-çулӗпе çыхăнса пынине уйрăмах палăртрӗ.

Ӗлӗкхи йăлапа актрисăна апат-çимӗçпе асăннă хыççăн Шупашкартан килнисем Палтай ялне çитрӗç. Кунта вӗсене шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ял халăхӗ ăшшăн кӗтсе илчӗç. Шкул умӗнче Татьяна Степановнăна сума суса митинг иртрӗ. Унта ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев, Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай, Алексей Енейкин тележурналист, Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн председателӗ Геронтий Никифоров, «Тăван Атăл» журналăн тӗп редакторӗ Арсений Тарасов тата ыттисем сăмах каларӗç.

Вара Шупашкар хăнисем Татьяна Степановнăн тăван ялне кайрӗç. Чурпайра та хăнасене ял халăхӗ ăшшăн кӗтсе илчӗ. Савăнăçлă лару-тăрура Тани Юн çуралнă пӳрт вырăнӗнче ларакан çӗнӗ çурт çине асăну хăми вырнаçтарчӗç, асăну хăми тума укçа-тенкӗ хывнă Валерий Гордеева тав турӗç. 

Унтан Пӗрçырлан ялӗнчи Культура çуртӗнче Тани Юн çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă кӗвӗ-юрăпа сăвă каçӗ иртрӗ. ЧНК çумӗнчи çамрăксен «Хастар» ушкăнӗн пайташӗ Алексей Енейкин тăрăшнипе тата Валерий Гордеевăн ырă кăмăлӗпе Чурпай ялӗнче чăвашсен пӗрремӗш киноактрисине Татьяна Степановна Максимова-Кошкинскаяна сума суса асăну хăми уçни, уява курăмлă йӗркелесе ирттерни пуриншӗн те ӗмӗрлӗх асра юлӗ.

Геронтий НИКИФОРОВ, 

ЧНК çумӗнчи Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн председателӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев