Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Таса, типӗ, шӗлепкесӗр: Ҫырчаллинче йӗкел пуҫтараҫҫӗ

"Халӑх пуҫарӑвӗ"экологи юхӑмӗн председателӗ Роман Ваганов ҫакӑн ҫинчен журналистсене каласа панӑ

"Халӑх пуҫарӑвӗ"экологи юхӑмӗн председателӗ Роман Ваганов ҫакӑн ҫинчен журналистсене каласа панӑ."Халӗ сезон, ӗлкӗрнӗ йӗкелсем юмансем ҫинчен тӑкӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем питӗ нумай. Сумарлӑ йӗпе-сапа ҫанталӑк пуҫланиччен вӗсене пуҫтарса илсе ҫуркунне ҫитиччен типӗтмелле. Ҫуркунне йӗкелсене йывӑҫ лартнӑ чухне усӑ куратпӑр. Эпир ун пек туса курнӑ ӗнтӗ",– тесе пӗлтернӗ эколог. 

Кӑмӑл тӑвакансем йӗкел пуҫтарса экоюхӑма ярса пама пултараҫҫӗ, ҫуркунне вӗсем посадка лартма хутшӑнаяҫҫӗ. Йӗкелсем таса, типӗ, шӗлепкесӗр пулмалла. Вӗсене ҫак адреспа килсе пама пулать е почтӑпа яма: 423810, Республика Татарстан, Набережные Челны, улица Академика Рубаненко, 12, офис 305, РЭОД РТ «Народная инициатива». 

Юманлӑхсене ӑҫта лартасси пирки администраципе, вырӑнти ӗҫтӑвкомсемпе, канашсемпе калаҫса татӑлаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев