Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăшман пульли Сарандовăн пуç купташкине ача ал тупанӗ пысăкăш аркатнă

Авторитечӗ çав тери пысăкчӗ унăн. Хăй вăхăтӗнче Василий Ивановича «Совет Союзӗн Геройӗ» ята пама тăратни пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах та темшӗн ӗç ăнман.

Çӗнтерӳ кунӗ çывхарнă май эпӗ каллех хамăн юлташăн Василий Иванович Сарандовăн «Личное дело» текен папкине уçрăм. Пӗр пытармасăр калатăп: унăн чыслă ӗçӗсем мана каллех тӗлӗнтерчӗç. Çавăнпах пуль темле вут-çулăм витӗр тухнисен умӗнче те унăн авторитечӗ çав тери пысăкчӗ. Хăй вăхăтӗнче мана питӗ хисеплӗ, сăмахпа ахаль перкелешмен çынсем Василий Ивановича «Совет Союзӗн Геройӗ» ята пама тăратни пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах та темшӗн ӗç ăнман. В.Сарандова Хӗрлӗ Ялав орденӗ панă. Çак çын çинчен ытти ентешсем те пӗлччӗр тесе çак статьяна çырма шутларăм.

 

Ман шутпа паттăрла историсене аса илни пирӗн патриотла йăла-йӗркесене пуянлатать кăна, çамрăк ăрăва вӗсем пирки тӗплӗнрех пӗлтерме пулăшать.
Ак, Петӗр Хусанкай поэт-фронтовик, вăрçă инваличӗ хăйӗн «Автанран автанччен» поэминче хăйӗн вăрçă суранӗсем канăç паман кӳрши пирки еплерех чӗрене витермелле çырать:
Аманнă, çӗмрӗлнӗ ура
Вăрçа асилтересшӗн –
Сурать, пӗр вӗçӗмсӗр сурать –
Ниçта кайса кӗре пӗлместӗн.
Анчах, хăй çутине кура,
Сержант килсе кӗрет  каçкӳлӗм.
Хам пек тӳлек, хам пек хура,
Хам пек аманнă çын ман кӳршӗм.
...Вăл перчеткеллӗ аллине
Мăйран кăкарнине сăнап та –
Манап ура ыратнине:
Ăна, тен, ман пек мар асап-тăр.
Ку поэмăра Василий Ивановича сăнланă тейӗн – кӗрнеклӗ хул-çурăмлăскере, хура куçлăскере, хура çӳçлӗскере. Поэмăри герой вăрçăра снайпер пулнă, халӗ вара инвалид. Шăпах Василий Сарандов пек. Тата хамран çакна та хушса хурас килет: Василий Ивановичăн аслă пиччӗшӗсем иккӗшӗ те вăрçăра пуç хунă – Николай, аслă лейтенант, танкра çунса вилнӗ, Санюк хыпарсăр çухалнă...
Василий иккӗ тултарсанах амăшӗсӗр тăрса юлнă, питӗ шухă пулнă вăл ача чух. Фадеевăн Сережа Тюленинӗ пек темелле пуль. Ун пек хăвăрт йывăçсем çине хăпарса каякан та пулман-тăр, хăш-пӗр вăййа унран шухрах вылякан та... Кинона контролер умӗнчен тӳлемесӗрех вăшт кăна кӗрсе кайма пултарни хăй пӗр ăсталăх. Тепӗр чух клуба форточкăранах темле майпа кӗме ăсталăх çитернӗ. Винтовкăран тӗл перессипе те ăна çитекен пулман.
17-ре фронта кайнă Василий. Фашистсен йăви патнех çитнӗ. Тăшманăн танкӗсене хăйсен фаустпатронӗсемпех персе тӗп тунă. Хӗрлӗ Ялав, III степеньлӗ Мухтав орденӗсене, медальсене тивӗçнӗ. Акă мӗн çырнă унăн çапăçури паттăрлăхӗ çинчен: «Тов. Сарандов в боях с немецкими захватчиками проявил геройство и мужество в районе г.Пиретц. Тов. Сарандов со своим отделением первый ворвался в город и уничтожил 26 гитлеровцев. Сам лично только за 8 и 9.2.45 уничтожил 12 гитлеровцев. Подполз в ночное время к дому и уничтожил в доме противотанковой гранатой 2 офицера и 7 солдат противника, т. Сарандов по заданию подбить «пантеру», ходил в ночь на 9.2.45 с 4-мя фаустами, причем поджег 1 пантеру и 1 автомашину и уничтожил 7 солдат и 1 офицера и сам был ранен. Выбравшись с района, расположенного немцами, остался в строю. 11.2.45 г. т. Сарандов со своим отделением занял 4 дома и взял в плен 6 немцев и 2 станковых пулемета...»
Вăрçăран Василий Иванович медсестрапа пӗрле таврăннă. Фашистсен   снайперӗ ăна пуçӗнчен персе амантнă. Тăшман пульли Сарандовăн пуç купташкине ача ал тупанӗ пысăкăш аркатнă, ӳт-пӗвӗн сылтăм енӗ ним те туйми пулнă. Вăл калаçайман та, начар илтнӗ, япăх курнă, ытларах выртма тивнӗ ăна. Çапах та Василий Иванович вилмен, пурнăçа юратаканскер – сывалнах. Уксахласа та пулин çӗнӗрен утма вӗреннӗ. Елабугăри культурăпа çутӗç училищинче куçăн мар майпа пӗлӳ илнӗ, библиотекарь пулса ӗçленӗ. Час-часах шкул ачисемпе тӗл пулса вут-çулăм витӗр тухнă ăрăвăн паттăрлăхӗ пирки кала-кала панă. (Олег МУРЗИН. Элкел районӗ. Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев