Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тата икӗ çултан Атăл самаях тасалмалла

ТР экологи министрӗн сăмахӗсем тăрăх, Хусанти шыв тасатакан сооруженийӗсене тасатни хулара пурăнакансен пурнăçне лайăхлатать

«Атăла сывăлантарни» федераллă проектпа килӗшӳллӗн Тутарстанра виçӗ çул хушшинче шыв тасатакан 13 сооружение çӗнӗрен тумалла е тӗпрен юсамалла», – тенӗ Александр Шадриков ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра. Ун сăмахӗсемпе 12 обьектра ӗçсене туса пӗтернӗ. 2021 çулта республика территорийӗнче Атăла варалакан чи пысăк обьекта реконструкцилеме тытăннă – Хусанăн биологилле тасату сооруженийӗсене.

«Хуларан Атăла юхса тухакан шывсен калăпăшӗнче унăн пайӗ 42 процент чухлӗ. Çавăн пекех эпир 2021 çулта эпир туйăн хирӗсене рекультивацилес ӗçсене пуçларăмăр, проекта 2024 çулта вӗçлемелле. Ӗçсен пӗтӗмӗшле хакӗ – 8 миллиард ытла тенкӗ», – тесе пӗлтернӗ Александр Валерьевич.

Çак икӗ пысăк экологи проекчӗсене пурнăçа кӗртни хусансен кăна пурнăçне лайăхлатмасть, вăл Атăл тăршшӗпе аяаларах пурăнакан ял-хуласенче пурăнакансемшӗн те усă кӳрет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев