Татăк-кӗсӗкрен — хитре япаласем
Галина Спиридонова тавралăха илем кӳме юратать
Галина Спиридонова тавралăха илем кӳме юратать
Çуркуннен пирвайхи кунӗсенче чун-чӗре кăмăллă сюрпризсем, илемлӗ чечексем кӗтет, кăмăл-туйăм аван, кулас-савăнас килет. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн Теччӗ районӗнчи Çармăс библиотекинче кунта куллен çӳрекен Галина Спиридонован творчествăлла куравӗ иртрӗ.
Курав «Татăк-кӗсӗк тӗлӗнтермӗш» ятлă. Унта тăратнă япаласене нумай вăй, чун ăшши хурса хатӗрлени тӳрех куçа курăнать.
Галина Ивановна хăй пусма татăкӗсенчен илемлӗ япаласем еплерех çӗлеме пуçлани пирки каласа пачӗ. Татăк-кӗсӗкрен илемлӗ япала хатӗрлесси — питӗ чăкăлтăш ӗç. Тăваткал татăксем кăна мӗн чухлӗ касмалла, унтан пӗр-пӗрин çумне çӗлемелле — калама кăна, ӗçӗ питӗ нумай. Пӗр япала çӗлеме те темиçе кун кирлӗ. Чăтăмсăр çын кун пек ӗçе пурнăçлаймасть пуль. Галина Ивановнăна вара çак хобби питӗ килӗшет, мӗншӗн тесен вăл тавралăха илем кӳме юратать. Вăл ялта пурăнма пуçлани те нумай пулмасть-ха, анчах ун пирки ырă та ăшă сăмах калакансем питӗ нумайăн пулчӗç тӗлпулура.
Курава Галина Спиридонова татăк-кӗсӗкрен хатӗрленӗ 30 ӗçе тăратнă. Ентешӗмӗрӗн хитре ӗçӗсене пăхса пурте савăнчӗç.
Лидия КАРАЕВА.
Çармăс.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев