Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Татарстан» журнал тухма пуçланăранпа 100 çул çитнине халалланă курав уçăлчӗ

Çак уйăхра «Татарстан» журнал тухма пуçланăранпа 100 çул çитрӗ. Вăл ТАССРпа пӗр çулхи, Тутарстан историне çырса пыраканӗ. Çӗр çул хушшинче обществăпа политика журналӗ 9 хутчен ятне улăштарнă: «Вестник Татарского областного комитета РКП(б)», «Спутник агитатора», «Коммунистический путь», «Путь Ильича», «Причал», «Спутник партийного активиста», «Большевик Татарии», «Коммунист Татарии», «Татарстан».

Паян «ТАТМЕДИА» галерейинче «Татарстан» журналăн 100 çулне халалланă курав уçăлчӗ. Унта пичет кăларăмӗн пӗр ӗмӗрхи хуплашкисемпе паллашма пулать – журналăн «тăхăр пурнăçӗпе» паллаштараççӗ вӗсем. Кунта ТАССР мӗнле йӗркеленсе аталанни, выçлăха еплерех çӗнтерни, вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсем, пирӗн асанне-асаттесемпе атте-аннесем еплерех промышленноçа, ял хуçалăхӗпе экономикăна аталантарни, спортри, туризмри, цифрăлла экономикăри çитӗнӳсемпе çӗнтерӳсем пирки вуласа пӗлме пулать.

Республикăмăр аталанса чечекленнин, çирӗп ура çине тăнин историйӗ  – ун ячӗллӗ журналăн тӗркисенче.

Курав паянтан, декабрӗн 29-мӗшӗнчен, пуçласа «ТАТМЕДИА» галерейăра (Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт, 1-мӗш хут) ӗçлет.

И.Трифонова тата «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: татмедиа