Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Татьяна АНДРЕЕВА: «КУНТА ЭПӖ ХАМĂН ТЕЛЕЕ ТУПРĂМ»

Çӗршыв чӗркуççи çинчен тăнă самана, пурте çӗнӗ те çутă пуласлăх тăвассишӗн талпăнатпăр

Çапла калать Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнайӗнче пурăнакан 96 çулти чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ пулнă Татьяна Андреева. Ӗçленӗ хушăра миçе ăрăва вăл тăван чӗлхене юратма вӗрентмен-ши?
Татьяна Васильевна Самар облаçӗнчи Тимофеевка поселокӗнче çичӗ ачаллă çемьере çуралнă. Ашшӗ граждан вăрçине хутшăннă пулнă, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче çар заводӗнче ӗçленӗ, амăшӗ – колхозра. Вăтам шкултан вӗренсе тухсан çамрăк хӗр Ульяновскри педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Анчах тӳлесе вӗренмелли çинчен закон тухсан пăрахма тивнӗ. Нумай ачаллă çемьешӗн 150 тенкӗ çав тери пысăк укçа пулнă.
 
Тăван киле таврăнсан Татьяна тăватă яла пӗрлештерсе тăракан хуçалăхра ӗçлеме тытăннă.
– Темшӗн халӗ те кӳршӗллӗ нимӗç ялӗнче пурăнакансене шеллесе аса илетӗп. Вăрçă пуçлансан вӗсене таçта Çӗпӗрех ăсатрӗç. Вӗсем тӗлӗнсе каймалла тирпейлӗ те тăрăшуллă çынсемччӗ. Вӗсене пула таврара кашни пӗр-ик сăмах та пулин нимӗçле пӗлетчӗ. Халӗ те-ха «фрау» – хӗр, хӗрарăм, «хай» – курăк пулнине астăватăп, – асаилӳсен çăмхине сӳтет пирӗн героиня.
Ялта ӗçлесе тăнă хушăра та çамрăк хӗр малалла вӗренес ӗмӗтне пăрахмасть. Кӳршӗллӗ Тутар республикинче тӳлевсӗр вӗренме май пуррине пӗлсен Аксури педагогика училищине вӗренме кӗрет. Ăна тӳрех иккӗмӗш курса илеççӗ. Общежитире пурăннă чух хӗл вăхăтӗнче пӳлӗме ăшăтса тăма хăйсемех вутă çурса хатӗрленӗ.
– Эх, мӗнлерех сивӗччӗ ун чухне хӗлсем! Ăшăнас тесе çывăрас умӗн малтан лайăх кăна ташлаттăмăр. Вутă çитменнипе пӗррехинче картан пӗр пайне çунтарса ятăмăр. Эх, лекрӗ те вара пире! Юрать, кăларса ямарӗç, – кула-кула каласа парать кинеми. Хӗллехи шартлама сивӗсенче вӗсене окоп чавма, Çӗпӗре вăрман касма та янă. Хăш-пӗрне фронта илсе кайнă.
Кăвак саплăклă
кутамкка
Кузнечиха районне педучилищӗрен вӗренсе тухнă çамрăк учительница çуран çӳренӗ, хăш чух палламан çынсем патӗнче çӗр выртма та тивнӗ.
–  Чăваш Бродне çитиччен утаттăм, унтан Сиктӗрмене çити. Халăх вӗрентӗвӗн уйрăмне кăвак саплăклă кутамккапа пырса кӗтӗм. Саплăкне тата хăмăр çиппе çӗлесе лартнă, – аса илет ватă учительница. Вăл каланă тăрăх, вăрçă хыççăнхи çулсенче те çамрăк специалистсене укçапа (подъемные. – Авт.) пулăшнă, хваттерпе, кулленхи кунра кирлӗ япалапа тивӗçтернӗ. Пирӗн учительницăна ку енӗпе ăннă теме çук.
– Мана 200 тенкӗ пачӗç, пӗр витре çӗрулми 100 тенкӗ тăратчӗ.  Унтан арманçă килне вырнаçтарчӗç, хуçасемсӗр пуçне ӳссе çитӗннӗ ывăлӗсем пурччӗ тата. Мана алкум патӗнчи сак çинче вырăн туса пачӗç. Пур услови те çав кăна, – куççульленчӗ кинеми.
Çамрăк вӗрентекеншӗн çăмăл мар вăхăтсем пуçланнă. Хӗре укçа енчен питӗ хытă хуçасем лекнӗ. Хваттерте пурăнаканшăн хăйсем патшалăхран укçа илсе тăнă, çиелтен тата пӗр кубла метр вутă панă. Анчах тăванӗсенчен аякра пурăнакан çинçешке те пӗчӗк хӗршӗн чугунра пӗçернӗ купăста яшки те шел пулнă. Çапла çамрăк специалиста çурма выçăлла шкула çӳреме тивнӗ. Классенче вара вăтамран та 42-шер ача пулнă.
– Вăрçă хыççăнхи çулсенче вӗренӳ патне туртăм питӗ вăйлăччӗ. Учитель авторитечӗ вара çирӗп. Çӗршыв чӗркуççи çинчен тăнă самана, пурте çӗнӗ те çутă пуласлăх тăвассишӗн талпăнатпăр. Вӗреннӗ, ятарлă пӗлӳллӗ кадрсем кирлӗччӗ çӗршыва. Шел те, нумайăшӗ çырма, шутлама та пӗлместчӗ, ӗç кунӗсемшӗн парăнакан çăкăра алă пусас вырăнне хӗрес лартса илетчӗç. Майӗпен вăрçăран салтаксем таврăнма пуçларӗç. Ытларах алăсăр-урасăр чăлахсем.
Кӳршӗ ывăлӗ Ваня
1947 çулта фронтран кӳршӗ ывăлӗ таврăнать. Иван Андреевăн кăкăрне Хӗрлӗ Çăлтăрпа Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин орденӗсем хитрелетнӗ.
– Ваня çӳллӗ те яштака, курăмлă каччă. Ун чухне ялта арçынсем çукпа пӗрехчӗ. Ку вара хусах, çӳллӗ те илемлӗ каччă, Герой,  çитменнине тата купăспа калать. Пӗр сăмахпа – ăмсанмалли каччă. Мӗнле-ха хăй пăхнине кура хирӗç тăрайăн?! – чи вăрттăннине пӗлтернипе пулӗ кинемин пит çăмартисем кӗренленчӗç, тутисем кулаççӗ. Калăн ку çичӗ теçетке çул каялла мар, халӗ пулса иртнӗ. Çулталăкран çамрăксем туй туса пӗрлешнӗ те Ивансен килӗнче пурăнма пуçланă.
– Андреевсен килӗнче чи пысăк пуянлăх та – анлă та сарлака сентрепе вăрăм сӗтелпе пукансем тата халиччен эпӗ курман чăваш эрешӗллӗ чӳрече каррисем. Хуняма питӗ ырă та çепӗç чунлă хӗрарăм пулчӗ. Нумай çулсем хушши тăлăх арăм пулса пурăнни те (çемье пуçне колхоза кӗме килӗшменнипе çакса вӗлернӗ), пӗчӗк хӗрӗ вилни те ун чӗрине хытарайман. Вăл ырă, йăваш, уçă çын пулса юлнă. Вăт çапла, тăван килтен çӗршер çухрăмра эпӗ хам телее тупрăм, – каласа парать Татьяна Андреева.
Ачасем
Çулталăкран çамрăк çемьере хӗр çуралнă, ăна Люда ят панă. Унтан пӗрин хыççăн тепри Игорь, Валера, Саша çут тӗнчене килнӗ. Шел пулин те, кӗçӗн ывăлӗ ачаллах вилнӗ. 8 çулта чухне вăл сарă чирӗпе чирлет, чире тӳрех палăртайманнипе çăлса хăварайман.
– Ман Сашенькăн ялан çывăрасси килетчӗ.  Пирӗн вара шăпах çӗрулми пуçтармалли тапхăр... Района илсе кайрăмăр та, анчах эпир питӗ кая юлнă иккен, – Татьяна аппа куççульне тутăр вӗçӗпе шăлса илчӗ.
Вӗрентекенӗн упăшки вăл вăхăтшăн лайăх вӗреннӗ çын пулнă, перекетлӗ те тирпее юратаканскер. Çавăнпа ăна шутлавпа, укçапа çыхăннă ӗç шанса панă. Иван Андреевич бригадир, лавккара сутуçă, математика учителӗ те пулнă, пӗр вăхăт Ял канашне ертсе пынă.
Вӗрентӳ ӗçӗ
– Эпӗ кӗçӗн классене вӗрентеттӗм, вӗрентӳ пӗтӗмпех чăваш чӗлхипе пыратчӗ. Самар тăрăхӗнчипе танлаштарсан кунта нумай сăмаха урăхла калаççӗ. Кунран кун çамрăк ăрăва вулама-çырма, Совет çӗршывне, илемлӗ чăваш чӗлхине, унăн культурипе йăлисене юратма вӗрентрӗм. Ачасем хăйсем те ман калаçăва чăвашпăрнайсен сăмах çаврăнăшӗсемпе пуянлатрӗç. Тутар республикинче пӗр-ик çул ӗçленӗ хыççăн тăван ялта мана шӳтлесе «татарочка» теме пуçларӗç, – кулса аса илчӗ Татьяна Васильевна.
Ун чухне вӗрентекен хăй ӗçӗсӗр пуçне обществăлла тивӗçсене те пурнăçласа пынă. Учитель ялта хисеплӗ çын, ыттисемшӗн тӗслӗх пулнă. Социаллă строя пропагандăласси, буржуаллă Хӗвеланăçа хирӗç курайманлăх туйăмне аталантарасси те вӗсен çине ӳкнӗ.
– Кашни кун уроксем хыççăн тӗрлӗ мероприяти ирттереттӗмӗр. Производствăлла канашлу-и, парти е класс ертӳçисен пухăвӗ, политинформаци  – пур çӗре те хутшăнмаллаччӗ. Нумай çулсем шкула Дмитрий Васильевич Дулатов ертсе пычӗ. Вăл хытă ыйтакан, пысăк тавракурăмлă, пӗр утăм маларах шутлакан çынччӗ. Ун характерӗнче темле майпа пысăк çирӗплӗхпе тӳрӗ кăмăл пӗрлешнӗччӗ. Вăл критикăна куçран калатчӗ, çав вăхăтрах ӗçшӗн мухтама та пӗлетчӗ, – тет Татьяна Васильевна.
Хула учительници (çапла чӗннӗ ăна малтанласа. – Авт.) хăй те ӗçрен хăраман активлă çын пулнă. Докладсем тума пуринчен ытла ăна явапланă. Мартăн 8-мӗшӗ тӗлне совет хӗрарăмӗн пӗлтерӗшӗ çинчен тухса калаçнине вăл паянхи пек астăвать. «Комсомолăн кӗрешӳ çулӗ» доклада вара çырнисӗр пуçне пӗр каçра вӗренме тивнӗ, мӗншӗн тесен комсомолсен район комитечӗн представителӗсем умне сăмах тытма тухмалла пулнă.
– Юлашки вунă çулта эпӗ чăваш чӗлхипе литературине вӗрентрӗм. Манăн пӗрремӗш вӗренекенсенчен сахалăшӗ сывă халӗ. Эп вара теме пула халӗ те кунта... Лайăх вӗренекенсемпе активистсене  пӗрмай юратса аса илетӗп. Вӗсем тăрăшнипе пирӗн класс яланах вӗренӳре, юрă-ташă конкурсӗсенче, спортра чи пӗрремӗш вырăнсене тивӗçетчӗ.  Саша Фофанов, Алик Марков, Нина Емелюкова, Надя Антонова – халӗ те асра вӗсем.
Юрăсăр епле-ха?!
Вӗрентекенӗн мăшăрӗ питӗ те ăста музыкант пулнă, унсăрăн клубра пӗр мероприяти те иртмен.
– Иван балалайкăпа хитре калатчӗ, эпӗ юрлаттăм. Уйрăмах хамăрăн тăван чӗлхепе çырнă «Шупашкар шуçăмӗ» юрра. Халӗ çав илемлӗ юрăсене юрламаççӗ, – пăшăрханать Татьяна Васильевна.
Çӗнӗ юрăсене ун чух радиопа вӗрентнӗ. Малтан текстне вуланă, унтан кӗввине каланă. Çак шутлă минутсенче радио итлекенсем вӗреннӗ те юрра, кайран клубра юрланă.
– Пӗррехинче «Три танкиста» кинофильм кăтартрӗç те, унти юрра вӗттинчен пуçласа ватти таран пӗлетчӗç. Ирхи кӗлӗ вырăнӗнчеччӗ пуль вăл. Юрă урокӗнче ачасем тăтăшах юрласа пама ыйтатчӗç.
Вăт çапла кунран кун вăл ачасене, вуншар ăрăва вӗрентнӗ.
Юрату –
пурнăç тӗревӗ
Татьяна Васильевнăн вӗренекенӗсем çӗршыв тăрăх кăна мар, тӗнчипех саланнă. Тăван яла килсен педагог-ветеран патне кӗрсе тухмасăр каймаççӗ. Сывлăхӗ çинчен ыйтсах тăраççӗ.
– Кашни кунах кӳршӗ Вера Яковлева кӗрсе тухать. Е кукăль пӗçерсе килет, е сӗт. Ӗнер вара пулăпа сăйларӗ. Хăй вăл Çӗнӗ Тахталтан. Турă сывлăх патăр ăна, – тет кинеми.
– Иртнӗ çул вӗçӗнче ватă учительница ывăлне Валерăна пытарнă. Вăл кӳршӗ ялта пурăннă. Халӗ ăна хӗрӗ Людмила пăхать. Мускавранах пăрахса килнӗ вăл.
Унччен çур ӗмӗре яхăн Татьяна Васильевна пӗчченех пурăннă-ха. Хăйне хăй пăхнă, чăх-чӗп усранă. Ывăлӗ вилсен сывлăхӗ тăрук хавшанă. Час-часах пулмасан та ывăлӗ Игорь та килсе çӳрет. Юханшыв техникумӗнчен вӗренсе тухсан ăна Лена юханшывӗ çине ӗçлеме янă та çавăнтах юлнă.
Татьяна Васильевна халӗ япăхрах илтет. Анчах питӗ илемлӗ юрлать, сасси уçă. Вăхăтран вăхăта  калаçури тӗп самантсене палăртас тӗллевпе çинçешке те типӗ аллипе калаçакана перӗнет. Калаçнă хушăра килӗшес тесе юри нимӗн те тумарӗ вăл, хăйне уçă та ирӗклӗ тытрӗ, пурнăçӗпе кăмăллăн паллаштарчӗ. Ун пурнăçӗнчи тӗп кӗвӗ вăл – юрату. Çынсене, пурнăçа, тăван чӗлхепе ун культурине, йăли-йӗркисене юратни. Сывпуллашнă чух илемлӗ чăваш юррине юрласа пачӗ. «Ыран вара татах юрласа парăп сана», – юрă сăмахӗпе вӗçлерӗ хăй калавне хисеплӗ вӗрентекен.
Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА.
Автор тата Т.Андрееван архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев