Сувар

Татьяна Максимова – «Нечкэбил» конкурс çӗнтерӳçи!

Ытти çулсенче конкурс çӗнтерӳçи пӗр хӗрарăм çеç пулнă-тăк, хальхинче хисеплӗ жюри 12 финалисткăна та çӗнтерӳçӗ тесе йышăнчӗ. Çакна конкурса йӗркелесе ирттерекенсем кăçал «Нечкэбил» юбилейлă пулнипе, 15-мӗш хут иртнипе çыхăнтарчӗç.

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Хусанти В.Ленин ячӗллӗ Культурăпа кану комплексӗнче «Нечкебил – 2019» амăшлăх илемӗпе çемье конкурсӗн финалӗ пулчӗ. Аса илтеретпӗр, асăннă конкурс май уйăхӗнчех пуçланнăччӗ. Унта хутшăнакансем тӗрлӗ конкурссем урлă иртрӗç. Кăçал «Нечкэбила» республикăн тӗрлӗ районӗпе хулисенчен пурӗ 48 çемье хутшăнчӗ. Чи-чи пултаруллă 12 хӗрарăм-анне финала тухма тивӗçрӗ. 
Юлашки вăхăтра кашни çулах çак конкурса чăвашсем те хастар хутшăнни çав тери савăнтарать. Кăçал та, ак, унта Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан Мария Кузнецова, Пăва районӗнчи Чăваш Киштекри Тамара Петрова тата Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнчи Татьяна Максимова хутшăнчӗç. Татьяна финала тухрӗ.
Максимовсем финала йышлă çемйипе, тӗрев парса пулăшакансемпе килнӗ. Эх, тӗлӗнтерчӗç вӗсем сцена çине тухсан куракансене! Чăваш çемйин йăли-йӗркине, юрри-ташшине, çемье хаклăхне упрассине питӗ ăнăçлă кăтартса пачӗç.

Финалисткăсене тӗрлӗ номинацисенче хакларӗ жюри. Хăшӗ-пӗри темиçе тӗрлӗ тавпа хисеп хутне те тивӗçрӗ. Çавсен шутӗнче Татьяна Максимова та. Ытти çулсенче конкурс çӗнтерӳçи пӗр хӗрарăм çеç пулнă-тăк, хальхинче хисеплӗ жюри 12 финалисткăна та çӗнтерӳçӗ тесе йышăнчӗ. Çакна конкурса йӗркелесе ирттерекенсем кăçал «Нечкэбил» юбилейлă пулнипе, 15-мӗш хут иртнипе çыхăнтарчӗç.

Реклама

Конкурс финалӗ еплерех иртни пирки тӗплӗнрех «Суварăн» черетлӗ номерӗнче вуласа пӗлме пулать.

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: