Tатьяна МАЙОРОВА: «ЭПИР ХĂВĂРТ ÇИТӖНТӖМӖР»
Августăн 15-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Юккел ялӗнче пурăнакан Татьяна Егоровна Майорова пысăк юбилей – 95 çул тултарнине – палăртрӗ! Аслă ăру çыннисенчен нумайăшӗнни пекех Татьяна Егоровна та çăмăл мар пурнăç пурăннă. Вăл пурнăç çулӗпе чыслăн та тивӗçлӗн утать, çынсем ăна яланах хисепленӗ. Хăй ӗмӗрӗнче савăнăçне те курнă, хуйхи-суйхине те тӳснӗ вăл. Унăн шăпи çав йывăр çулсенче пурăннă нумай çыннăнни пекех.
Татьяна аппа 95 çулта та ăс-тăнпа кăмăл-сипет енчен тӗлӗнмелле упранса юлнă. Хăйӗн вăрăм ӗмӗрӗнче пулса иртнӗ кашни вак-тӗвеке астăвать. Унăн ачалăхӗпе çамрăклăхӗ вăрçă вăхăтӗнчи хăрушă та йывăр вăхăтра иртнӗ. Татьяна аппа Егор Петровичпа Степанида Кирилловна Князькинсен виççӗмӗш ачи, Юккел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Çемьере пилӗк ача пулнă. Тăватă класс пӗтерсен малалла вӗренме май пулман: тумтир, апат-çимӗç пулман. Вунă çултан пуçласа колхозра çум çумлама, уй-хирте тырă вырма тытăннă. Пурне те алăпа тунă ун чухне.
– Ун чухне вăхăт çавăн пекчӗ. Эпир пурте хăвăрт çитӗнтӗмӗр. Тулă вырнă, тырра шăварнă. 13 çул тултарсан бригадир пире тулă уйне çурлапа вырма тата кӗлте çыхма ячӗ. Эпир ӗç хатӗрӗсемпе усă курма та, алă ӗçӗсем тума та пӗлмен, анчах тӳсӗмлӗх, нуша, выçлăх пире ӗçлеме вӗрентнӗ. Аслăраххисем утă çулатчӗç, типӗтетчӗç, капансене хуратчӗç, – аса илет вăрăм ӗмӗрлӗ хӗрарăм.
Тăрăшуллă та ӗçчен хӗр вăрçă пуçланнă чух вун пиллӗкре пулнă. Татьяна Егоровна вăрман каснă çӗрте ӗçленӗ. Ольга Сапожниковăпа туслă пулнă, пӗр татăк çăкăра та, пӗр çӗрулмие те – пурне те çурмалла пайланă. Хӗрсем вăрман касакансене пулăшнă. Алăпа ӗçленӗ. Туратсене пуртăпа каснă. Çулла хатӗрленӗ вутăсене баржа çине тиенӗ. Вăрман хатӗрлевӗ хыççăн чукун çул станцине вăрлăх илме çуран çӳренӗ. Хӗлле вăрлăха çунапа турттараççӗ, çулла – урапапа. Колхоз уйӗсенче ӗçленӗ, çарансенче колхоз выльăх-чӗрлӗхӗ валли утă хатӗрленӗ. Çамрăк хӗрачасем иртен пуçласа каçченех ӗçленӗ. Час-часах утă капанӗсем патӗнче çӗр каçнă. Выçă, çӗтӗк тумтирпе, çăпатапа.
Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăл пулман. Хуçалăха юсамалла пулнă.
– 1950 çулта Иван Захаровича качча тухрăм. Пӗрле вун пӗр çул пурăнтăмăр. Мăшăр пире пăрахса çут тӗнчерен ир кайрӗ. Мăшăрлă пурнăçра пилӗк ача çуратрăм. Шел пулин те, пӗр ача пӗчӗклех вилчӗ. Тăватă ачана, тем пек йывăр пулсан та, пӗчченех çитӗнтерсе ура çине тăратрăм. Вӗсен кашнин хăйӗн çемйи, – каласа парать Татьяна аппа.
Унăн пилӗк мăнук, пилӗк кӗçӗн мăнук. Халӗ Татьяна Егоровна Николай ывăлӗпе пурăнать.
Çулсем иртнӗçемӗн вăл чун хавалне çухатмасть, ялпа районти ӗçсем çинчен пӗлсе пурăнать. Çак сумлă хӗрарăма нумай çул çирӗп сывлăхпа, телейлӗ пурăнма сунатпăр. Çывăх çыннисемпе савăнса тата ăшăнса пурăнтăр!
Лилия АРИСОВА,
Юккел ялӗн библиотекарӗ.
Теччӗ районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Татьяна Егоровна Майорова Николай ывăлӗпе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев