Сувар

ТАВА ТИВӖÇЛӖ ВӖРЕНТЕКЕН

Мария Ивановна пӗлӳ панисен хушшинче паллă çыравçăсемпе журналистсем йышлă

Мария Шадирякован вăй-халӗнчен, ăсталăхӗнчен, шухăшлавӗпе тавракурăмӗнчен тӗлӗнсе пӗтерейместӗп. Чун-чӗринче паян та талпăну çăлкуçӗ тапса тăрать унăн.
Мария Ивановна Шадирякова (Лысова) Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче 1947 çулта çуралнӑ. Шкул пӗтернӗ хыççӑн икӗ çул хушши Бауман ячӗллӗ тӑван колхозра вӑй хунӑ. 1968 çултан пуçласа 2010 çулччен Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче ӗçленӗ. Çак çулсенче Хусанти педагогика училищине тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетне пӗтернӗ. Шкулта ӗçленӗ хушӑра 16 çул директорăн вӗренӳпе воспитани енӗпе çумӗ пулса тата 6 çул шкул директорӗн тивӗçне чыслăн пурнăçланă. Ытти çулсенче чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ пулса ӗçленӗ. Чăваш чӗлхин вăрттăнлăхне, пуянлăхне ачасен чунӗ патне çитерес тесе мӗнле кăна тăрăшман-ши вăл!

 

– Тӗп тӗллев вӗренекенсен хастарлӑхне ӳстересси тата тӑван чӗлхене юратма вӗрентессиччӗ, çаплах «Тӑван сӑмах» кружока ертсе пытăм. Манӑн вӗренекенсем республика олимпиадисене хастар хутшӑнчӗç, асӑннӑ предметпа 1-5 вырӑнсене йышӑнатчӗç. Кунсӑр пуçне вӗренекенӗмсем Антонина Ермолаева, Валентина Архипова, Надежда Великанова, Анна Титова тӑван чӗлхепе «Пирӗн тӑван кил – Тутарстан», «Манӑн тӑван чӗлхем – чӑваш чӗлхи» хайлав­сен конкурсӗсенче малти вырӑнсем йышӑнчӗç, – тет Мария Ивановна çав çулсене аса илсе.
Тăрăшни сая кайман, вăл вӗрентнисен хушшинче тăван чӗлхене хака хурса ӗçлекенсем йышлă. Ак, тӗслӗхрен, Николай Ларионов журналиста, çыравçах илер. Вăл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ, Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçачӗн редакторӗнче нумай çул тăрăшнă. Николай Казаков журналист та нумай çитӗнӳ турӗ, вăл хамăр Çӗнӗ Йӗлмел историйӗ çинчен çырнă кӗнеке авторӗ. Кӗçех,  Турă пулăшсан, Николай Ларионовăн ял историйӗ çинчен иккӗмӗш кӗнеки тухма тивӗçлӗ. Иккӗшӗ те хальхи вăхăтра Ульяновск хулинче пурăнса ӗçлеççӗ. Иккӗшӗ те Раççей Писательсен союзӗн пайташӗсем. Сăмах май, çак йӗркесен авторӗ те М.И.Шадирякован вӗренекенӗ пулнă.
Çаплах юлашки вăхăтра район­ти «Тăван ен», республикăри «Сувар» хаçатсенче тата ытти чăвашла пичет кăларăмӗсенче пичетленекен калавсемпе сăвăсен авторӗ, пирӗн ентеш, пултăклă çамрăк çыравçă, поэт Николай Андреев та Мария Ивановнăн вӗренекенӗ.
Мария Ивановна 1985 çултан пуçласа 1995 çулччен районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçи пулнӑ. Çав вӑхӑтран пуçласа районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературин кунне халалланӑ мероприятисем иртме пуçларӗç.
Вӗренӳ ӗçӗсӗр пуçне çамрӑксемпе ӗçлесси çине те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ, комсомол политвӗрентӗвӗн пропагандисчӗ пулса та нумай çул хушши ӗçленӗ.
Мария Шадирякован чыслă ӗçӗсене палăртса ăна тӗрлӗ çулсенче «Социализмла ăмӑрту çӗнтерӳçи» тата «Халӑх çутӗçӗн отличникӗ» паллăсемпе, ВЛКСМ Тӗп комитечӗн, РСФСР Çутӗç министерствин, Тутарстан Рес­публикин Вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп хучӗсемпе наградăланă, 1983 çулта Тутарстан Республикин Хисеп хӑми çине кӗртнӗ, пултаруллă педагог «Ӗç ветеранӗ» медале тивӗçнӗ.
Мария Ивановнăн мăшăрӗ Олег Павлович Шадиряков та Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче ӗмӗр тӑршшӗпех географипе истори вӗрентекенӗ пулса ӗçленӗ. Ачисене те вӗсем тивӗçлӗ воспитани парса аслă пӗлӳ илме пулăшнă. Аслӑ хӗрӗ, Елена, Чăваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыççӑн Шупашкар хулинчи шкулсенчен пӗринче психолог пулса вӑй хурать. Кӗçӗн хӗрӗ, Ольга, çав университетӑн экономикăпа технологи уйрăмне пӗтернӗ.
Çак кунсенче Мария Ивановнăна Çӗпрел районӗн пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн директорӗ Владимир Мискин Вӗрентекен кунӗ ячӗпе ăшшăн саламларӗç, Çӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 çул çитнӗ ятпа медаль, парнесем тата чечек çыххи пачӗç, нумай-нумай çул пурăнма çирӗп сывлăх сунчӗç.

Геннадий КАРСАКОВ,
ялти Ветерансен
канашӗн ертӳçи.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Йӗлмел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: