Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă ача-пăча онлайн-конкурсӗн çӗнтерӳçисем паллă

Кăçал «Сувар» хаçат тӗрлӗ конкурссем йышлă ирттерчӗ. Вӗсенчен пӗри – Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă ача-пăча онлайн-конкурсӗ. Унта хутшăнакансен чăвашла сăвă каласа е юрă юрласа видео ӳкермеллеччӗ те редакцие ярса памаллаччӗ. Конкурса хутшăнакансем йышлăн пулчӗç – 3 çултан пуçласа 18 çула çитичченех. Пӗринчен-пӗри пултаруллă чăваш ачисем, çакна конкурс комиссийӗ кăна мар, хаçатăн социаллă сетьсенчи тусӗсем те курса хаклама пултарчӗç. Иртнӗ эрнере конкурс комиссийӗ ачасем ярса панă ӗçсене тепӗр хут пăхса тухса пӗтӗмлетрӗ. Маларах каланă пекех, çул ӳсӗмне кура 5 категорипе палăртрăмăр ӗçсене. Çӗнтерӳçӗсемпе паллаштаратпăр.

КАШНИНЕ – ПАРНЕПЕ ДИПЛОМ

3-4 çултисем

I вырăн – Валерия Шумилова (Çӗпрел районӗ, Матакри ача сачӗ).

 

5-7 çултисем

I вырăн – Цветана Гаврилова (Чăваш Ен, Шăмăршă районӗ, Пăчăрлă Пашьел);

II вырăн – Миа Григорьева (Анат Кама);

II вырăн – Михаил Кузнецов (Çӗпрел районӗ, Хурăнвар Шăхаль шкулӗ);

III вырăн – Амалия Шумилова (Çӗпрел районӗ, Матакри ача сачӗ);

III вырăн – «Росиночка» ансамбль: Ярослава Николаева, Софья Розова, Анастасия Мазманян тата Маргарита Розова (Шупашкар, 42-мӗш ача сачӗ);

III вырăн – Кирилл Ильбикин (Çӗпрел районӗ, Упи шкулӗ).

 

1-4 классенче вӗренекенсем

I вырăн – Камилла Емельянова (Çӗпрел районӗ, Хурăнвар Шăхаль шкулӗ);

II вырăн – Юлия Райкова (Çӗпрел районӗ, Хурăнвар Шăхаль шкулӗ);

II вырăн – Антон Андреев (Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ);

III вырăн – Ульяна Игнатьева (Ульяновск облаçӗ, Чертаклă районӗ, Андреевка шкулӗ);

III вырăн – Ангелина Журавлева (Çӗпрел районӗ, Алешкин Саплăк шкулӗ);

III вырăн – Милана Романова (Çӗпрел районӗ, Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1 № шкул).

 

5-8 классенче вӗренекенсем

I вырăн – Мария Егорова (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ);

II вырăн – Кристина Молгачева (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ);

II вырăн – Арина Журавлева (Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ);

III вырăн – Карина Теренина (Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ);

III вырăн – Антон Салюков (Элкел районӗ, Кивӗ Матак шкулӗ);

III вырăн – Константин Севрикеев (Элкел районӗ, Кивӗ Матак шкулӗ).

 

9-11 классенче вӗренекенсем

I вырăн – Оксана Краснова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел шкулӗ);

II вырăн – Ариадна Емельянова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел шкулӗ);

III вырăн – Валентина Емельянова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел шкулӗ).

Çӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр! Вӗсене хатӗрленме пулăшакансене чӗререн тав тăватпăр! Кашнинех Диплом тата чăвашла кӗнекепе тин кăна пичетленсе тухнă «Шурăмпуç» журнал парнелетпӗр. Конкурса хутшăннă, анчах çӗнтереймен ачасене те Диплом тата «Шурăмпуç» журнал парса хавхалантаратпăр. Парнесене редакци почта урлă ярса парать, çавăнпа та конкурсра çӗнтернисене те, вырăн йышăнайманнисене те редакцие хăвăрăн адресăрсене suvar@mail.ru электронлă адреспа е 89179076881 телефон номерӗпе Ватсап урлă çырса пӗлтерме ыйтатпăр.

Редакци.

Сăнӳкерчӗкре Миа Григорьева

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев