Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван çӗршыва хӳтӗленисене ӗмӗр асра тытăпăр

Çӗнтерӳ кунӗ кашнийӗмӗршӗн чи хаклă кун. Фашизма çӗнтернӗ паттăрлăх вилӗмсӗр. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин кунӗсене чăтса ирттернӗ ăру майпен кайса пырать

Аслă Çӗнтерӳ кунӗнче, майăн 9-мӗшӗнче, Çармăс ялӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин салтакӗсене халалласа палăк уçрӗç. Митинга ял çыннисем, тыл ветеранӗсем, шкул ачисем, хăнасем хутшăнчӗç.
Пухăннисене малтан Теччӗ муниципаллă район ертӳçи Рамис Хатыпович Сафиуллов саламларӗ. ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн ассоциацийӗн председателӗ Экзам Саматович Губайдуллин Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановăн саламне вуласа панă май  уяв çӗршыв историйӗнче, çитӗнекен ăрăва патриотизм воспитанийӗ парассинче пысăк вырăн йышăнни çине пусăм турӗ.
Палăка вăрçă ветеранӗпе Петр Матвеевич Фоминпа тыл ветеранӗ Вера Федоровна Урмаева уçрӗç. Александр Нагуськин, Дарья Фомина, Кирилл Кузнецов, Максим Майоров вăрçă ветеранӗсен кӗçӗн мăнукӗсем ветерансене каланă сăмахӗсем чуна пырса тиврӗç.
Митингра вăрçă вăхăтӗнчи юрăсенчен пуçласа палăк патне чечек хурасси таранах торжествăлла лару-тăру хуçаланчӗ. Уяв концертпа тата Вилӗмсӗр полкпа вӗçленчӗ. Пурнăçа шеллемесӗр Çӗнтерӗве çывхартнă çынсен паттăрлăхӗ кашни çыннăн чӗринче тарăн йӗр хăварса тепӗр хут мăнкăмăллантарчӗ.

Лидия КАРАЕВА.
Çармăс.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев