Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 76 çул çитнине халалланă ӳкерчӗксен конкурсӗ

Хаклӑ вулакансемӗр, сиртен тата нумайтарах ӳкерчӗк кӗтетпӗр. Ӳкерчӗксене почта урлă çырупа 420066, Хусан хули, а/я 64 адреспа е хаçатăн электронлă адресӗпе – suvar@mail.ru е 89179076881 номерпе WhatsApp çине ярса памалла. Конкурса янă ӗçсене майăн 9-мӗшӗччен йышăнатпăр. Пӗтӗмлетӳсене майăн 14-мӗшӗнче тăватпăр

Нумай пулмасть эпир Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 76 çул çитнине халалланă ӳкерчӗксен конкурсне пуçларăмăр.

Ку конкурса шкул çулӗчченхи вӗрентӳ учрежденийӗнче (ача сачӗ) тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекен ачасем хутшăнма пултараççӗ. Ӳкерчӗке графика, этюд, плакат, живопись, урăхла каласан хуть мӗнле мелпе те тума юрать. Конкурс условийӗн тӗп требованийӗ – вăл Аслă Çӗнтерӳ темипе çыхăнмалла.

Конкурсантсем ӳкерчӗксем яма пуҫларӗҫ ӗнтӗ, сире те вӗсенпе паллаштаратпӑр. Галерейӑра 3 ӳкерчӗк:

1. Максим ЯРХУНОВ (Пăвари 2 № лицей, 4-мӗш класс. Вӗрентекенӗ – Л.В.Насейкина) ӳкерчӗкӗ.

2. Кирилл ЮДИН (Пăвари 1 № ача-пăча искусствăсен шкулӗ, 11-мӗш класс. Вӗрентекенӗ – П.В.Ярхунов) ӳкерчӗкӗ.

3. Лиана РЫБАКОВА (Кайпăç районӗ, Кӳлпуç шкулӗ, 6 çулта. Вӗрентекенӗ – Т.А.Охотникова) ӳкерчӗкӗ.

Хаклӑ вулакансемӗр, сиртен тата нумайтарах ӳкерчӗк кӗтетпӗр. Ӳкерчӗксене почта урлă çырупа 420066, Хусан хули, а/я 64 адреспа е хаçатăн электронлă адресӗпе – suvar@mail.ru е 89179076881 номерпе WhatsApp çине ярса памалла. Конкурса янă ӗçсене майăн 9-мӗшӗччен йышăнатпăр. Пӗтӗмлетӳсене майăн 14-мӗшӗнче тăватпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев