Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнмалли Шăплăх минучӗ кăçал 12 сехет те 15 минутра

Июнӗн 22-мӗшӗ – Астăвăмпа хурлану кунӗ. Çак кун 79 çул каялла Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Кашни çемьенех пырса тивнӗ хаяр вăрçă. Астăвăмпа хурлану кунӗнче вăрçăра вилнисене пӗр минут шăп тăрса асăнасси йăлара. Кăçал Шăплăх минучӗ июнӗн 22-мӗшӗнче 12 сехет те 15 минутра иртет.

Июнӗн 22-мӗшӗ – Астăвăмпа хурлану кунӗ. Çак кун 79 çул каялла  Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Кашни çемьенех пырса тивнӗ хаяр вăрçă. Астăвăмпа хурлану кунӗнче вăрçăра вилнисене пӗр минут шăп тăрса асăнасси йăлара. Кăçал Шăплăх минучӗ июнӗн 22-мӗшӗнче 12 сехет те 15 минутра иртет. Çак вăхăта ахальтен суйласа илмен: 1941 çулта вăрçă пуçланнă кун шăп çак вăхăтра СССР Правительстви совет гражданӗсем патне Германи пирӗн çӗршыв çине тапăнни пирки калакан хыпарпа эфира тухнă.

Июнӗн 22-мӗшӗнче 12 сехет те 15 минутра 60 çеккунт шăп тăрса эпир вăрçăра пуç хунă, шар курнă кашни çынна асра тытнине, пысăк паттăрлăх кăтартса тӗнчене мир парнеленӗ нумай нациллӗ халăхăн хăюлăхне манманнине кăтартса парăпăр. Самантлăха пур çӗрте те шăп пулӗ çак вăхăтра, пӗтӗм ӗç чарăнса тăрӗ. Кашни çын хăйӗн çывăх çыннисене, тăванӗсене аса илсе пуç тайӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День памяти и скорби