Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Тăван çӗршывра тăнăçлăх хуçалантăр», – теççӗ хӗсмет тивӗçне чыслăн пурнăçлакан Никифоровсем

Тӗлӗнмелле майпа шăвать çын пурнăçӗ. «Ăраскал мӗнле вӗт», – тетпӗр эпир ку е вăл пӗлӗш çинчен калаçнă май. Анчах та шăпана эпир ытларах чухне хамăр тăрăшулăхпа, ӗçченлӗхпе йӗркелесе «çырса» пымастпăр-ши? Валентин Никифоров подполковник та çаплах çирӗплетет. Нурлат районӗнчи Кивӗ Чаллă ялӗнче çуралса ӳснӗ чăваш ачи РФ ракета çарӗсенче хӗсмет иртекен офицерсен династине пуçарса янă. Çемье историйӗ вӗсен тарăнах та мар-ха. Анчах та питӗ пуян та мухтава тивӗçлӗ. Аванни – веçех малашне.

Валентин Никифоров та, унăн ывăлӗ Андрей те, мăнукӗ Владислав та тӗрлӗ вăхăтра Ленинградри А.Ф.Можайский ячӗллӗ çарпа инженери академине пӗтернӗ. Андрей Валентинович подполковника çитнӗ, хальхи вăхăтра Мускав айккинче   инженери-метеорологи енӗпе космос çарӗсенче службăра тăрать. Владислав – ятарлă оборудованин инженер-электрикӗ – паян Архангельск облаçӗнчи Мирный поселокӗнче «Плесецк» çурçӗр полигонӗнче хӗсмет тивӗçне пурнăçлать. Унпа пӗрле мăшăрӗ Юлия та. Вăл çав академирех çар геодезисчӗн-топографӗн специальноçне алла илнӗ. Кӗçӗн мăнукӗ Максим Ю.А.Гагарин ячӗллӗ çарпа сывлăш академийӗнчен вӗренсе тухнă, Челябинск айккинче – Тӗп çар округӗнче – çар тивӗçне пурнăçлать. Лейтенанта хӗсмет вырăнӗ те, хăйӗн специальноçӗ те питӗ килӗшет.  
Ульяновск облаçӗнчи Димитровградра пурăннă май, чăвашлăх ӗçне тахçанах кӳлӗннӗ эпӗ. Çавăнпа мана куллен тӗрлӗ çынсемпе тӗл пулса калаçма тивет. Валентин Андриянович Никифоровпа та çапла паллашнăччӗ. Пурне те ырă сунакан, ялан кулса çеç калаçакан ырă чунлă ветеран хулари таврапӗлӳ музейӗнче, халăхăн «Доверие» социаллă тивӗçтерӳ центрӗнче, районта иртекен чăваш уявӗсене, культура кунӗсене хавхалансах хутшăнать, чăвашла хаçатсем çырăнса илет, тăванӗсемпе юлташӗсене те çырăнса парать. Яланах вашават, çынсене пулăшма хатӗр.
Çак кунсенче эпӗ Валентин Андриянович епле майпа хăйӗн пурнăçне çар ӗçӗпе çыхăнтарма шутланине ыйтса пӗлтӗм.
Çураласса вăл нумай ачаллă (пиллӗкӗн ӳснӗ) çемьере çуралнă. Пурнăçӗнчи чи çутă ӗмӗчӗ унăн иккӗмӗш сыпăкри тетӗшӗ Герман пек аслă пӗлӳ илесси пулнă. Герман Хусанти авиаци училищинче вӗреннӗ. Яланах яп-яка костюмпа çӳренӗ, пушмакӗ йăлтăртатса тăнă. Валентинăн тетӗшӗ пек пулас килнӗ, пур енчен те аслинчен тӗслӗх илнӗ. 1959 çулта 10-мӗш класра вӗреннӗ чухне Курманаево ятлă тутар ялӗн шкулне районти çар комиссариатӗнчен çын килнӗ. Вăл йӗкӗтсене çар училищине вӗренме кӗме ӳкӗтленӗ. Валентин Никифоровпа Анатолий Кораблев шăпине тӗрӗслесе пăхма шутлаççӗ. Малтанласа туссем вӗçев çар училищине кӗме хăтланса пăхаççӗ. Анчах та куçсем çивӗчех пулманнипе унта кӗме май килмен. Вара çар комиссариатӗнчи капитан каччăсене авиаципе техника çар училищи пирки каласа парать. «Унта та сире самолетсемпе ӗçлеме  тивӗ, ӗçӗ питӗ яваплă – çунатлă тимӗр ута вӗçеве хатӗрлекенсем пулăр», – тет.
Шанчăклă тусӗпе иккӗшӗ Вольск хулине çул тытаççӗ. Нурлатран вӗсемпе тата 4 çамрăк каять. Хула каччисене пуйăс çине хӗрсем ăсатма тухнă. «Эсир вӗренме кӗрейӗр ӗнтӗ, анчах çак ял ачисене çар училищин курсанчӗ ятне тивӗçме ытла та инçе пек туйăнать. Ахалех каяççӗ», – хăлхине кӗрет Валентинăнне хӗрупраçсен сасси.
– Эпир, чăваш йӗкӗчӗсем, авиаципе техника çар училищине ăнăçлăнах кӗрсе вӗренме пуçларăмăр. Нурлатран пынисенчен пӗри çеç тӗрӗслев  витӗр тухайрӗ. Ыттисен килне каялла таврăнма тиврӗ. 3 çул вӗренсен училище ракета училищи пулса тăчӗ. Пире авиаци формине пачӗç. Мана Аçтăрхан облаçӗнчи Капустин Яр хулине ячӗç. Тӳрех кинотеодолитнăй станци пуçлăхӗн тивӗçне шанса пачӗç – ракетăсем сывлăша тухса кайнине ӳкереттӗмӗр, пухнă паха материала малалла ӗçлесе çитерме шутлав центрне яраттăмăр. Унта 7 çул тăрăшрăм эпӗ, çавăнтах пулас арăмпа, Галинăпа, паллашрăм. Мăшăрлансан Капустин Ярта пурăнтăмăр, – паллаштарать хӗсмет вăхăчӗпе Валентин Андриянович.
Туй хыççăн 1968 çулта В.Никифоров Ленинградри А.Ф.Можайский ячӗллӗ çарпа инженери академине инженер-электрика вӗренме кӗнӗ. Çав çулах пӗрремӗш ачи Андрей çут тӗнчене килет. Çамрăк ашшӗне академи отпускӗ илме тивет. 2 çултан Валентин урăх факультета кӗме шухăшлать. Инженер-механик специальноçӗ илӗртерех парать ăна. 1974 çулта академирен вӗренсе тухать. Алла диплом илнӗ-илмен Байкал леш енне – Чита облаçӗнчи Ясная станцине куçарасси пирки калакан хушу илет.
– Вырăна çитсен çӗнӗ чаçри тӗп строительство ӗçӗсене пурлăхпа тата техникăпа тивӗçтерекен пуçлăх çумӗ пулма çирӗплетрӗç. Вăхăт нумай та иртмерӗ – Вăтам Азири çар округне, Семипалатинск облаçӗнчи Георгиевка поселокне куçарчӗç. Капитальнăй строительствăн производство пайӗн пуçлăхӗн тивӗçне шанса пачӗç. Çӗр айӗпе ракетăсем валли шахтăсем тăваттăмăр. Çӳллӗ технологисемпе усă кураттăмăр. 1975 çулта иккӗмӗш ывăл, Виталий, çуралчӗ, – калаçу çăмхине малалла сӳтет ентешӗмӗр.
Малалли хӗсмет вырăнӗ – Оренбург облаçӗнчи Ясный станцийӗнчи çар чаçӗ. Стратегилле ракетăсене вырнаçтармалли оборудование йышăннă çӗре хутшăнать Валентин Никифоров. Унта ракетăсене сывлăшалла кăларса ярас ӗçсем иртеççӗ.      
1989 çулта, ракета çарӗнче 30 çул службăра тăнă хыççăн, тивӗçлӗ канăва тухнă. Тата 3 çул çавăнтах шахтăпа пуск установкисене вырнаçтаракан мастерта вăй хунă. 1992 çулта тăван ене – Димитровграда – пурăнма куçнă. Ӗçсӗр ларас темен вăл пӗр кун та – ДУСра слесарь-монтажниксен бригадине вырнаçнă.
Валентин Андрияновичăн ывăлӗсем шкулта яланах аван вӗреннӗ, шутлав техникипе аппаланма юратнă. Мăнукӗсем те пултаруллă, ăслă. Аслашшӗ тивӗçлипех вӗсемпе мухтанать. Мăнаçланмасăр, Никифоровсен династийӗ тăван çӗршывра тăнăçлăх хуçалантăр тесе хӗсмет ӗçне чыслăн пурнăçлать.

Ирина ИВАНЮКОВА.
Димитровград хули.
Никифоровсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.  

Валентин Андриянович Никифоров кӗçӗн мăнукӗпе Максимпа.

Андрей Валентинович Никифоров подполковник.

Владиславпа Юлия Никифоровсем – аслă лейтенантсем.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День защитника Отечества династия военных