Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ахрăмӗ пирӗн чунра паян кунччен янăрать

Чăваш кӗнеке издательствинче «Аслă Çӗнтерӳ мăнаçлăхӗ» кăларăм кун çути курчӗ. Унта калавсем, поэмăсем, сăвăсем тата баллада кӗнӗ.

Пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Владимир Степанов. Кăларăм Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин тематикине çутатать – миллионшар çын фронтра тата тылра туптанă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине халалланă ăна. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ахрăмӗ пирӗн чунра паян кунччен янăрать. Чăваш Енрен фронта 208 пин çын кайнă, вӗсенчен 106 пинӗ каялла таврăнайман.

Кӗнекен хайнеевӗрлӗхӗ – кăларăма вăрçа хутшăнман тӗрлӗ ӳсӗмри авторсен (Василий Кервен, Владислав Николаев, Сергей Павлов, Светлана Петрушкина, Ольга Рубцова, Владимир Степанов, Анатолий Хмыт, Айсан Термен, Денис Гордеев, Александр Ильин, Галина Матвеева, Юрий Сементер) хайлавӗсене кӗртни. Вӗсем, Анатолий Хмыт Афган вăрçин ветеранӗсӗр пуçне, çапăçусенче пулса курман, çар опычӗ пухман. Çак меслет Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ыратăвӗ-хуйхи ăрусен ылмашăвӗнче тата пурнăç улшăнăвӗнче мӗнлерех аталанса пынине литература хайлавӗсем витӗр уçăмлăн палăртать. Произведенисем калăпăшӗпе пысăк мар, çавăнпа вăрçă тематикине пайрăшăн çутатма меллӗ, çакă сюжетри ӗç-пуçа хăйнеевӗрлӗх те чӗрӗлӗх кӳрет.

Хайлавсене çăмăл чӗлхепе калăпланă – авторсем çар искусствипе çыхăннă произведени çырас тӗллев лартман. Хуть те хăш çулти вулаканшăн та, автор мӗнле ӳсӗмри çын пулнине пăхмасăр, сюжет ăнланмалла, геройсен шухăш-кăмăлӗ чуна çывăх. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи тематикине ăша та пуçа хывасси чăваш тӗнчи ытарӗнче пулса пырать.

 

Владимир СТЕПАНОВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 80-летие Великой Победы