Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин музейӗ Сталинград çапăçăвӗнче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалласа курав хатӗрленӗ

Унта çапăçăва хутшăннă салтаксен сăнӳкерчӗкӗсене, докуменчӗсене, харпăр япалисене кăтартӗç, тата вăрçă хирӗнче тупнă танксемпе самолетсен деталӗсене

Музейпе пӗрле çак курава Регионти «Отечество» общество организацийӗ йӗркеленӗ. Çак пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Сталинград çапăçăвӗн территорийӗнче шырав ӗçӗсем ирттернӗ çӗре хутшăннă, музее экспонатсемпе тивӗçтернӗ.

«Куравра тăратнă предметсене «Отечество» пӗрлешӗве кӗрекен Тутарстан отрячӗсем, тӗрӗсрех каласан «Разведка» отряд тупнă. «Отечество» организаци Раççейӗн шырав юхăмне кӗрекен республикăри мӗн пур шырав отрячӗсене пӗрлештерсе координацилет. Тӗрлӗ çулта поисковиксем чылай япала тупнă. Вологорад облаçӗнче паянхи кун та вăрçă вăхăтӗнчи артефактсене тупаççӗ», – тесе пӗлтернӗ журналистсене Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин музейӗ-мемориалӗн заведующийӗ Александр Александров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев